31 декабря 2011 г.
Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул иртрĕ пулсан та, вăрçăн терт-нуши, хуйхи-суйхи вăл çулсенчи çынсен чĕрисенчен, асĕн-чен нихăçан та тухас çук. Вăрçă хирĕнче те, тылра та питĕ йывăр, асаплă пурнăç пулнă.
...Иртнĕ кунсенче Хирти Выçлинче пурăнакан ялти чи хисеплĕ ватă Петр Харитонович Петров 80 çул тултарчĕ. Унăн ачалăхĕ шăп вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Савăнса, выляса-кулса ÿсмелли вăхăтра пурнăç йывăрлăхне чăтса ирттермелле пулнă.
...1943 çулхи шартлама сивĕре Харитон Петрова, Петя ашшĕне, вăрçă хирне ăсатнă. Унăн мăшăрĕ Ульха аппа вара 6 ачапа тăрса юлнă. Упăшки, Хăритун тете, пур чухне çапах та мăшăр çуначĕ айĕнче шанчăк пулнă-ха. Халĕ вара пурнăçа мĕнле сыпăнтармалла? Çимелли çукпа пĕрех. Вут-шанкă та çук. Çывăхри вăрмана пачах та, хăрăк турат пуçтарма та, кĕртмен. Улма хырса икерчĕ пек пĕçерсе хĕл каçнă вĕсем.
Акă çуркунне те çитнĕ. Мĕнле суха туса акса хăвармалла; Лайăх лашасене вăрçă хирне илсе тухса кайнă. Кăрчанкă, кĕçĕ ернĕ лашасем аран-аран ура çинче тăркаланă. Ирĕксĕрех вăкăрсене кÿлме вĕрентмелле пулнă. Чăвашăн хăрах ури сăпкара, тепĕр ури акара, тенĕ сăмах 11 çулхи Петя ячĕпе каланă пекех туйăнать. Ăна Левшин Мирун пиччепе вăкăра кÿлме вĕрентсе, суха тума хушаççĕ. Ватăпа вĕтĕ тертленсе пурпĕрех вăкăра турта хушшине тăма вĕрентеççĕ. Бригадăри çынсемпе пĕрле суха туса акса хăвараççĕ, улма та лартаççĕ.
— Патшалăха тырă леçме вăхăт çитсен, ялтан 33 çухрăмри Йĕпреçе кайма тивнĕ, лавçă пулса эпĕ те нумай çÿренĕ вăкăрпа, миххисене вара хĕрарăмсем йăтатчĕç,— аса илет Петр Харитонович. Колхозри пур ĕçре те ырми-канми тăрăшнă çап-çамрăк ача. Пĕр çавра вика пашалăвĕшĕн те кунĕпех çĕр чавнисене аса илет вăл. Вăрçă çулĕсенче мăянран, юман йĕкелĕнчен хатĕрленĕ пашалусем çини вĕсен асĕнчех.
Акă Çĕнтерÿ кунĕ те çитнĕ. Ялтан вара 70 çын вăрçăран таврăнайман, Хăритун тете те вĕсен шутĕнче.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çăмăлах пулман халăха. Выçăллă-тутăллă пулсан та шкула çÿренĕ Петя. 7 класс пĕтерсен шкул сукмакне урăх такăрлатайман: çемье йышлă çитĕнсе пынă май, ашшĕ пекех каскалама хăнăхнă. Ар пулса çитсен авланса тĕп килтен уйрăлса тухнă. Мăшăр пулма Элпуçĕнчи сăпайлă та ĕçчен хĕре суйланă. Çамрăксем ырми-канми тăрăшнă. Çĕнĕ пÿрт çĕкленĕ, йĕри-таврари хуралтăсене çĕнетнĕ. Вăл вăхăтра Петр Харитонович колхозра лашасем пăхнă, кÿлмелли хатĕрсене юсаса тирпейленĕ. Пушăрах вăхăтра ялта, кÿршĕ ялсенче çынсене пÿрт-çурт лартма пулăшнă. Тĕрлĕ эрешсем тума ăсталанса çитнĕ.
Çул хыççăн çул иртнĕ, 3 ывăлпа 6 хĕр çитĕнтернĕ мăшăрĕпе. Самана таппи пĕр вырăнта тăмасть вĕт. Кирпĕчрен пÿрт лартас терĕç. Балконпа, тĕрлĕ эрешсемпе илемлетсе кермен евĕр çурт хăпартрĕç.
Ывăлĕсем валли те çуртсем лартса, йĕри-тавра хуралтăсем çавăрса пачĕç. Платник тытман, кăткă евĕр хăйсемех вăй хунă. Паллах, Петр Харитонович ертсе пынă. Чăн-чăн пурнăç çынни тесе калас килет паянхи юбиляра. Унăн алли ăсталанă çуна е урапа, чĕрес е уйран çÿпçи музей экспоначĕсем евĕр асăнмалăх юлаççĕ. Хăйне евĕр паттăрлăх мар-и вара çакă? Пахча хыçĕнче çырма ишĕлме пуçласан та вĕсем вăр-вар йывăçсем лартса тултарчĕç. Халĕ вара ĕмĕрхи вăрман пек кашласа, хуçисене тав тунăн пуç таяççĕ йывăçсем. Питех те шел, савăнса пурăнмалла чухне, 40 çул ытла юратса, килĕштерсе пурнăç тунă мăшăрĕ 9 çул каялла вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Тен, мăшăрĕ юнашар пулманни те Петя тетен сывлăхне чылай хавшатрĕ. Ерипен çеç çÿрекелет вăл. Тĕп килте юлнă Сергей тата кинĕ Ирина лайăх пăхаççĕ ăна.
Юбилей каçĕнче Петр Харитоновича пурте ăшшăн саламларĕç. Элпуçĕнчи культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Источник: "Каçал Ен"