АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе яланах çамрăк

31 декабря 2011 г.

Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсенче тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем чылай. Вĕсем пурте хисепе тивĕçлĕ. Ватăсенчен чылайăшĕ вăрçă нушине те, ун хыççăнхи йывăрлăхсене те чăтса ирттернĕ. Яланах малалла талпăннă вĕсем, талпăнаççĕ те.

Çак сăмахсене манăн Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Валентина Ивановна Владимирова çинчен калас килет. Ăслă, сăпайлă, ĕçчен хĕрарăм вăл. Çулĕсем чăнах та чылай унăн, анчах сăнĕпе те, чунĕпе те çамрăк. Юрă юрлама та ăста кинемей. Çитес кунсенче 80 çул тултарать пулсан та сăвă та калăплать, чĕрене тивмелле вуласа парать. Пире, «Шанчăк» клуб членĕсене, Валентина Ивановна тăтăшах сăввисене вуласа кăтартать.

Ачалăхĕ те йывăр килнĕ унăн. Ашшĕ ир вилнĕ, амăшĕ 4 ачапа тăрса юлнă.

Валентина Ивановна мăшăрĕпе 5 ача çуратнă, вĕсем халĕ пурте çемьеллĕ. Сакăр мăнук, мăнукĕсен 4 ачи савăнтарать ăна.

Ачисем çемйисемпе тăтăшах яла килеççĕ, май килнĕ таран кинемее пулăшаççĕ.

Маттур та тăрăшуллă хĕрарăма çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика