31 декабря 2011 г.
Космонавтикăна халалланă 2011 çул вĕçленсе пынă май районти физика учителĕсен ассоциацийĕ конкурс ирттерме шутларĕ. Нумаях пулмасть физиксем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне пуçтарăнчĕç. Конкурса шкул ачисем проектсем, презентацисем, стендсем, рефератсем, ÿкерчĕксем тата ытти те тăратнă. Презентацисемпе Комсомольски 1-мĕш вăтам, Хырхĕрри тата Александровка тĕп шкулĕсен, Хирти Мăнтăрпа Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем чи маттуррисем пулчĕç. Чи лайăх проект ĕçĕсем Хырхĕрри тĕп, Комсомольски 1-мĕш тата Асанкасси вăтам шкулĕсенчен пулчĕç. Комсомольски 1-мĕш, Аслă Чурачăк, Комсомольски 2-мĕш, Асанкасси, Урмаел вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем хатĕрленĕ макетсем жюри членĕсен кăмăлне кайрĕç. Ÿкерчĕксен конкурсĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ — 1-мĕш, Хырхĕрри, Аслă Чурачăк тата Комсомольски 1-мĕш шкулĕсем — 2-мĕш, Асанкассипе Урмаел шкулĕсем 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çакăн евĕр конкурссем ачасен тавра курăмне анлăлатнине, вĕсен нумайрах пĕлес туртăмне вăйлатнине, хăйсен пултарулăхне кăтартма май туса панине, вĕсене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентнине палăртса хăварас килет.
Источник: "Каçал Ен"