28 декабря 2011 г.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче уявсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă иртнĕ кунсенче 5-мĕш класра вĕренекенсем «Дело в шляпе, или еще раз о дружбе» вăйă-конкурс ирттерчĕç.
Пĕрремĕш конкурсра вĕсем юрăсем юрларĕç, сăвăсем вуларĕç тата хăйсен пуçĕсем çинчи шĕлепке çинчен каласа пачĕç. Çак конкурсра Мальвина Фомина çĕнтерчĕ.
Тепĕр конкурсра вĕренекенсем тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç: А.Пушкин пуçне мĕн тăхăнса çÿренĕ; Буратино калпакне мĕнрен çыхнă; тата ытти те. Кунта Таня Сорокинапа Мария Белкова палăрчĕç.
Хаçатран шĕлепке тăвас енĕпе арçын ачасене çитекенни пулмарĕ, вĕсем малтисем пулчĕç.
Мероприяти питĕ хаваслă та усăллă иртрĕ, ачасем унта хастар хутшăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"