28 декабря 2011 г.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче маттур вĕренекенсем йышлă. Вĕсенчен пĕри — Анжела Андриянова.
Хĕр ача 9-мĕш класра пĕлÿ пухать. Пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах Анжела биологи, чăваш чĕлхипе литература, физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтет.
Вĕренекен пирки класс ертÿçи Валентина Васильевна Басникова та ырă сăмахсем каларĕ.
— Сăпайлă хĕр ача класри вĕренекенсемшĕн те тĕслĕх. Енчен те урок темине ăнланмасан, Анжела уроксем хыççăн юлса пулăшма ăнтăлать. Вăхăтне пĕртте шеллемест вăл,— терĕ педагог.
«Ÿссен экономист пулма ĕмĕтленетĕп»,— терĕ Анжела мал ĕмĕтне пĕлтерсе.
Килте аслисене пулăшать. Пур ĕçе те тăвать вăл: чашăк-тирĕк çумалла-и, çурта тирпей-илем кĕртмелле-и... 5-мĕш класра вĕренекен Алиса йăмăкĕшĕн Анжела тĕслĕх вырăнĕнче. Киле панă ĕçсене тусан аппăшне тĕрĕслеттермесĕр тетраде хупмасть кĕçĕнни. Хĕр ачасем уроксене лайăх хатĕрленччĕр тесе килте пур услови те туса параççĕ. «Ачусен пуласлăхĕ лайăх пултăр тесен пĕлÿ лайăх памалла»,— тесе халăхра ахальтен каламаннине чухлаççĕ килтисем.
Источник: "Каçал Ен"