АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçĕмсĕр шыравра

28 декабря 2011 г.

Çамрăклăхăн йĕрки çапла: яланах малалла, нумайрах çĕнни пĕлме, çынсемпе паллашса çĕнĕ тус-юлташ тупма, çĕнĕ çÿллĕшсене парăнтарма талпăнмалла. Кирек ăçта пулсан та — ĕçре-и, канура-и — çамрăксем çĕнĕ мелсем, хатĕрсем, çĕнĕ вăйăсем, халап-юмахсем шутласа кăлараççĕ, тĕнчери çĕнĕлĕхсемпе усă курма тăрăшаççĕ. Вĕçĕмсĕр шыравра тесе калас килет Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен Александр Николаев пирки те. Пултаруллă çамрăк 8-мĕш çул ĕнтĕ тăван шкулта вăй хурать, ачасене ют чĕлхен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.

Шкулта ăс пухнă чухнех гуманитари ăслăлăхĕсене питĕ кăмăлланă каччă — вырăс, нимĕç чĕлхисен урокĕсене пуринчен ытла юратнă. Амăшĕ те шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ май, Саша ачаран ют чĕлхери сăмахсене илтсе, ют çĕр-шыври пурнăçпа интересленсе ÿснĕ. Анчах нимĕç чĕлхи çеç вĕренни ăна çырлахтарман, унăн питĕ акăлчанла пуплес килнĕ. Çавăнпа та вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çак чĕлхене алла илес тесе май шыранă: хăй тĕллĕн кĕнекесенчен пĕлÿ пуçтарнă, чĕлхене вĕрентекен дистанциллĕ курсĕсене çырăннă.

Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Саша малалла ăс пухма тĕп хуламăра çул тытнă. Шкулта нимĕç чĕлхи вĕреннисене ют чĕлхесен факультетне йышăнман, çавăнпа çамрăк Чăваш патшалăх педагогика институчĕн технологипе экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Çапах акăлчан чĕлхине вĕренес ĕмĕт сÿнмен унра, тата та вăйлăрах ялкăшма тытăннă. Мал ĕмĕтлĕ каччă акăлчан курсĕсене çÿреме тытăннă, дипломлă ют чĕлхе учителĕ пулса тăнă.

Тăван ял яланах хăй патне туртать çав. Александр та аслă пĕлÿ илсен тăван ялне таврăнать, шкулта ачасене пĕлÿ пама тытăнать. Мĕншĕн çак çула суйланă-ха вăл? — Ялти пурнăç килĕшет. Кунта эпĕ ачаран выляса ÿснĕ, шкул сукмакне кунсерен такăрлатнă. Тата аннене ватлăхра пăхакан та кирлĕ,— пĕлтерчĕ А.Николаев.

Пĕр тухмасăр ялта ларасшăн мар каччă, ют çĕр-шывсене кайса курма, Америка, Англи çыннисем хушшинче тус-юлташ тупма ĕмĕтленет. Сăмах май, унăн халĕ те паллакан американсем пур, вĕсемпе вăл скайп урлă пуплет, çапла майпа чĕлхе пĕлĕвне аталантарать.

— Калаçмасан чĕлхе манăçать, хăнăхăва çухатас килмест,— тет маттур çамрăк.

Александр Николаевичăн кашни урокĕ интереслĕ, хăйне евĕрлĕ иртет. Вăл интерактивлă доскапа усă курса ачасене тĕрлĕ мультфильмсем, видеофильмсем кăтартать, акăлчанла калаçтарать, вĕренекенсен чĕлхе пĕлĕвне тĕрлĕ майлăн аталантарма тăрăшать. Ачасен куçĕсенче интерес пулни, вĕсем ытларах пĕлме тăрăшни, ыйтусем пани çамрăк учителе, паллах, савăнтарать. Кашни ача тĕрлĕрен, çапах тăрăшсан пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пулать тенине ĕненет Александр Николаевич. Малашне унăн вĕренекенĕсем хушшинче

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика