АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе ытларах калаçмала

24 декабря 2011 г.

Шкулта пĕрремĕш хут парта хушшине ларас умĕн ачан калаçăвĕ çыхăнуллă пулмаллине пурте пĕлетпĕр. Çав ÿсĕме çитсен унăн чĕр-чунсем пирки, япаласем çинчен каласа пама пĕлмелле. Çавăн пекех ÿкерчĕк тăрăх калав та калăплама пултармалла.

Ача сачĕсенче ĕçлекенсен кашни ачапа уйрăм заняти ирттерме май çук. Çавăнпа та çак енĕпе ашшĕ-амăшĕн çине тăрса ĕçлемелле.

Шăпăрлансемпе тăтăшах кĕнеке вуламалла. Ун хыççăн ачана каласа пама ыйтмалла.

Тĕслĕхрен, чĕр-чунсем çинчен вуланă хыççăн çакăн пек ыйтма юрать: чĕр-чун мĕн тĕслĕ; вăл ăçта пурăнать; мĕн çисе пурăнать; тата ытти те. Акă, «ĕнен мĕн пур?»— тесе ыйтсан, ачан «ĕнен мăйрака, хăлхасем, хÿре... пур» тесе хуравламалла. Кун пек ыйту ÿсен-тăран, хурт-кăпшанкă тата ытти çинчен ыйтма пулать. Çакăн пек калаçтарни ачан сăмахсен пуххине пуянлатать.

Пепкен чĕлхине кирек мĕнле вăхăтра та аталантарма пулать. Сăмахран, ача садĕнчен таврăннă чухне кунĕпе вăхăта мĕнле ирттернине, мĕнле вăйăсем вылянине тата ытти çинчен те ыйтса пĕлни лайăх. Кун пек калаçусем ачан сăмахĕсен пуххине пуянлатаççĕ, унпа çывăхланма пулăшаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика