24 декабря 2011 г.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче иртнĕ кунсенче географи вунă кунлăхне йĕркелерĕç. Çак тапхăрта вĕренекенсем геотурнирсем, геокруизсем тата ытти вăйăсем ирттерчĕç. Унта 6—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем хутшăнчĕç.
Хĕрÿ тупăшура вун пĕрмĕшсем («Земляне» команда) 41,5 балл, вуннăмĕшсем («Çамрăк географ» команда) 41 балл, тăххăрмĕшсем («Вăрманти чĕр-чунсем» команда) 48 балл, саккăрмĕшсем («Çил-тăвăл» команда) 33 балл ăмăртса пухрĕç.
Улттăмĕшсем геовикторинăра чи маттуррисем пулчĕç. Унта А.Силанов (13 балл), К.Козлова (8 балл) ăсталăхпа палăрчĕç.
Çавăн пекех кăмăл пуррисем Шупашкар хулине çул çÿреве тухрĕç. Тĕп хулара вĕсем Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче экскурсире пулчĕç. Аслă вĕренÿ заведенийĕн ĕçченĕсем университет историйĕпе, факультетсемпе специальноçсем çинчен каласа пачĕç.
Студентсем вара концерт кăтартса вĕренекенсен кăмăлĕсене çĕклерĕç.
Источник: "Каçал Ен"