24 декабря 2011 г.
Тукай ялĕнчи Матросовсен çемйи хăйĕн ĕмĕрне çĕр ĕçĕпе тачă çыхăнтарса пурăннă. Çемье пуçлăхĕ, Георгий Ефимович, 1901 çулта çуралнă, унтанпа кăçал 110 çул иртрĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕ, Фекла Степановна, 1903 çулта çут тĕнчене килнĕ. Георгий Ефимович икĕ вăрçă тертне, нушине тÿссе ирттернĕ. Граждан вăрçине те хутшăннă вăл. Аслă Отечественнăй вăрçăра вара мĕн малтанхи кунсенчен пуçласах Тăван çĕршыва хÿтĕлесе тăшмана хирĕç çапăçнă, Аслă Çĕнтерĕве Берлинра кĕтсе илнĕ. Унăн Жуков маршалăн Тав хучĕ те пур. Вăрçă суранĕсем йĕр хăварнах çав ĕнтĕ, икĕ вăрçă ветеранĕ 1961 çулта (60 çултах) ĕмĕрлĕхех ял-йышран уйрăлса кайнă. Паян Георгий Ефимовичăн докуменчĕсем, наградисем Çĕнĕ Мăратри музейре упранаççĕ. Фекла Степановна вара 80 çула çитиччен çемье ăшшине тытса пынă, 1983 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.
Матросовсен виçĕ ывăлĕ пурнăç çулĕ çине тухса хăйсен телейне ĕçре тупнă. Асли, Александр, Мускавра тĕрлĕ пысăк должноçсенче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă, çавăнтах пурăнать. Çитес çул 80 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Вăталăххи Петр, 1935 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, Мускав облаçĕнчех тĕпленнĕ.
Тепĕр ывăлĕ 1937 çулта кун çути курнă. Вăл — Николай Георгиевич, Тукай ялĕнче пурăнать. Унăн та килес çул 75 çулхи юбилей кĕрекине ларма тивет. Сира Ильинична мăшăрĕпе ултă ача (икĕ ывăл та тăватă хĕр) пăхса ÿстернĕ. Пурте вĕсем хăйсен çемйисемпе çĕр шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлеççĕ. Сира Ильиничнăпа Николай Георгиевич ачисем, мăнукĕсем яла килсен чун-чĕререн савăнаççĕ. Иккĕшĕ те тăван колхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Николай Георгиевич вунă çул ытла ферма заведующийĕнче тăрăшнă, нумай çул хуçалăхăн строительство бригадине ертсе пынă. Мăшăрĕ те, Сира Ильинична, нумай çул строительствăра вăй хунă.
Матросовсен ачисем татах та пулнă. Анчах та вĕсен пилĕк ачи те чире пула çамрăклах вилнĕ.
Сăмахăм малалла Матросовсен вăталăх ывăлĕ Петр çинчен пулĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк 1953 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен алла аттестат илсе тухать. Çак çулах каччă Кинель хулинчи (Куйбышев облаçĕ, халĕ Самар) ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. 1958 çулта вара пултаруллă студент агроном специальноçĕпе пурнăçăн анлă çулĕпе утма пуçлать. Институт хыççăн Калуга облаçĕнчи Бетлицк районĕнчи Троицкое салинчи машинăпа трактор станцийĕнче пĕр вăхăт тĕп агрономра, унтан агроном-плановикре тăрăшать. 1959 çулта асăннă предприятие пĕтерсе хураççĕ. Вара çамрăк специалист тăван района таврăнать, «Красный маяк» колхозра (Кĕçĕн Каçал) агрономра ĕçлеме пуçлать. Петр Григорьевичăн пурнăçĕнче малти вырăнта çамрăксемпе ĕçлесси, вĕсене спорта явăçтарасси пулнă. Хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртес тесе ĕнтĕ мал ĕмĕтлĕ каччă 1960 çулхи август уйăхĕнче Комсомольски вăтам шкулĕнче физкультура учителĕн тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçлама пуçлать. Вĕрентÿ ĕçĕнче ятарлă пĕлÿ кирлех. Петр Георгиевич 1965 çулта куçăмсăр майпа Чăваш педагогика институтне (халĕ университет) пĕтерет.
Малалла пурнăç çулĕ ăна Мускав облаçĕнчи Дубна хулине илсе çитерет. 1969 çулта çак хулари 6-мĕш вăтам шкулта физкультурăпа ĕç урокĕсен учителĕнче ĕçлеме пуçлать. К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академин педагогика факультетĕнче пĕлĕвне, тавра курăмне татах ÿстерет. Петр Георгиевича Раççей Федерацийĕн Професси вĕрентĕвĕн патшалăх комитетне ĕçлеме чĕнеççĕ. Кунта вăл профессипе техника училищисен управленийĕн аслă инженерĕн тивĕçне пурнăçлама пуçлать. 1974 çулта ывăнма пĕлмесĕр тăрăшакан пултаруллă специалиста СССРăн професси вĕрентĕвĕн Патшалăх комитетне куçараççĕ. Петр Георгиевич 1980 çулта СССР Педагогика наукисен Академийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн аспирантурине пĕтерет. 1982 çулта наукăпа тĕпчев институчĕн аслă сотрудникĕнче вăй хума пуçлать. Кунта вăл хăйĕн малашнехи пурнăçне наукăпа тĕпчев ĕçĕпе тачă çыхăнтарать. Пысăк квалификациллĕ рабочисем, вăтам сыпăкри специалистсем хатĕрлес ĕçе çĕнетсе лайăхлатмалли утăмсем шырать, тĕпчет, пĕтĕмлетÿсем тăвать. Наука тĕпчевçин сĕнĕвĕсемпе вĕренÿре анлăн усă курма пуçлаççĕ. Çакă вара Петр Георгиевичшăн чи пахи пулса тăрать. Çÿлерех асăннă институтрах пирĕн ентеш «Вĕрентÿ методики» темăпа 1983 çулта педагогика наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕлет. Ун хыççăн тăватă çул (1984—1988 ç.ç.) наукăпа тĕпчев институчĕн наукăпа тĕпчев лабораторийĕн ертÿçинче тăрăшать. Анлă пĕлÿллĕ ученăй 1988 çултан пуçласа 1991 çулччен Мозамбик Республикинче ĕçлĕ командировкăра та пулать, кунта аслă преподаватель тивĕçне пурнăçлать. Унтан таврăнсан Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле тата Професси вĕрентĕвĕн министерствин професси вĕренĕвĕн институтĕнче вăй хурать. Унтан Раççей Вĕрентÿ министерствин вăтам пĕлÿллĕ професси вĕренĕвĕн наукăпа методика центрĕн пайĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Каярахпа Петр Георгиевич институтăн педагогика специальноçĕсен пайĕн аслă наука сотрудникĕнче ĕçлет. Паянхи кун та ентешĕмĕр хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса, тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Петр Георгиевич наукăпа çыхăннă 56 ĕç çырса хатĕрленĕ. Унта вĕрентÿ, методика пособийĕсем тата преподавательсене кунсерен кирлĕ материалсем кĕ-реççĕ. Халĕ ученăй «Пĕтĕмĕшле тата профессилле педагогика» кĕнекине кун çути кăтартас тесе тăрăшать. Педагогика стажĕ унăн 50 çул ытла.
Вулакан асăрхарĕ пулĕ, пурнăçра талпăнса утнă утăмĕсем Петр Георгиевичăн çав тери сулмаклă. Çамрăкрах чухне спортра тунă çитĕнĕвĕсем унăн, ман шутпа, татах та сулмаклăрах курăнаççĕ. Акă, сăмахран, район чысне классика мелĕпе кĕрешессипе хÿтĕлесе вăл 8 хутчен Чăваш АССРĕн чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Лапталла выляса вара Раççей чемпионĕ те пулнă. Апла пулсан унăн спортпа çыхăннă пурнăçне те кăштах тишкерер-ха.
Комсомольски вăтам шку-лĕнче физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçласан, çамрăк педагог чăн малтан классика мелĕпе кĕрешекенсен секцине йĕркелесе ярать. Кĕрешмелли кавирĕ те пулман, çапах та кĕрешме юратакан çамрăксен йышĕ нумайлансах пынă. Вĕсем секцие пĕр сиктермесĕр çÿренĕ. Уйрăмах кунта Владимир Дерягина, Василий Краснова, Владимир Счетчикова, Владимир Сорокина асăнса хăвармалла. Тренер ăсталăхĕ тата ачасен тăрăшулăхĕ район историйĕ валли йĕр хăварнă-хăварнах. 1963 çулта классика мелĕпе кĕрешекен Комсомольски каччисен команди республикăра пысăк çитĕнÿ тунă. Туслă командăна ДСО «Урожай» совечĕ кĕрешмелли кавир парнелесе чысланă.
Спортра тата çамрăксемпе ĕçлес ăсталăхне вара Петр Куйбышеври ял хуçалăх инситутĕнче вĕреннĕ чухне туптанă. Кунта вăл бокс секцине çав тери ки-лĕштерсе çÿренĕ. Пушă вăхăтне çавăнта ирттернĕ тесен те тĕрĕс пулать. Çавăнпах пулĕ рингри çитĕнĕвĕсем те килсех тăнă. Институтра иртекен бокс турнирĕсенче 1955, 1956, 1957 çулсенче институт чемпионĕн лентине хăйĕн аллинчен вĕçертмен. Ăна пĕр тăхтаса тăмасăр институтăн боксерсен пĕрлештернĕ командине кĕр-теççĕ. Куйбышев облаçĕ тата студентсен «Наука» спорт обществи ирттерекен боксерсен турнирĕнче Петр 1955—56 çулсенче 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене йышăнма пултарать. Спортра начарах мар кăтартусем туни çамрăка пирус тытăмĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлма пулăшать. Унтанпа 57 çул иртсе кайрĕ ĕнтĕ.
Институт пĕтерсен, Калуга облаçĕнче агрономра ĕçленĕ тапхăрта (1958—1959 ç.ç.) Троицкое салинче çамрăксен футбол командине йĕркелет, хăйсемех футбол площадкине çĕнетеççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ. Кунсерен çамрăксем хăнăхусем ирттереççĕ. Троицкое каччисем чемпионатра кашни вăйăра çĕнтерсе пырса Бетлицки районĕн чемпионĕсем пулса тăраççĕ. Мĕн тери савăнман пулĕ ун чухне пирĕн ентешĕмĕр.
Района таврăнсан та (1959 ç.) «Красный маяк» колхозра агрономра ĕçленĕ чух, Петр çамрăксене спорта явăçтарасси çине тата та тимлĕрех пăхма тытăннă. Чăваш АССРĕн ял çамрăкĕсен спартакиадинче (вăл Комсомольски стадионĕнче иртнĕ) Кĕçĕн Каçал спортсменĕсем республикăра 2-мĕш вырăн йышăнаççĕ. Çакă çирĕплетет мар-и-ха Петрăн пĕтĕм чун-чĕрипе спорта аталантарассине парăннине.
Комсомольски шкулĕнче классикăлла кĕрешекенсемпе ĕçленĕ май Петр Георгиевич хăйĕн кĕрешес ăсталăхне те ÿстерсе пынă. 1961—67 çулсенче вăл республикăн пĕрлештернĕ командинче пулнă. 1965 çулта ăна «СССР спорт мастерĕн кандидачĕ» ята параççĕ. Ара, çак тапхăрта вăл кĕрешессипе 12 хутчен республикăра тата зонăра (Раççей чемпионачĕ) иртекен ăмăртусен призерĕ пулса тăрать, вĕсенчен саккăрăшĕнче (çÿлерех асăннăччĕ) чемпион ята тивĕçет. Унăн курăмлă ĕçне хакламасăр хăвармаççĕ — спорта аталантарассинче пысăк пуçарулăх кăтартнăшăн панă республика грамоти паянхи кунчченех упранать Петр Георгиевичăн.
Комсомольски вăтам шкулĕнче кĕрешекенсен спорт секцийĕ ĕçлеме пуçланăранпа (ăна пирĕн ентешĕмĕр йĕркеленĕ) çак кунсенче шăпах 50 çул çитет. Манмаççĕ ентешĕмĕре, хастар спортсмена, тренера комсомольскисем. Петр Георгиевич Матросова халалласа, чысласа ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне ирттерме тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Ку енĕпе йĕркелÿ ушкăнĕ те ĕçлет. Çак турнир спорт ветеранĕн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать ĕнтĕ. Чыс-хисеп туни темле парнерен те хаклăрах вĕт.
Спорта юратакансем, спорт ветеранĕсем Петр Георгиевича Çĕнĕ çул тата çуралнă кун ячĕпе (январĕн 12-мĕшĕ) ăшшăн-ăшшăн саламлаççĕ, ăнăçу, телей, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"