24 декабря 2011 г.
Чăваш халăх сăмахлăхĕнче ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, сăнавсемпе паллăсем, тупмалли юмахсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем тирпейлĕхе, аслисемпе ваттисене хисеплеме, тимлĕхлĕ те асăрхануллă, чунпа таса пулма, çут-çанталăка упрама, чĕр-чунсене юратма вĕрентеççĕ. Паянхи кун çакăн пек ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе сахал усă куратпăр.
Ман шутпа, ачасене пĕчĕкренех май килнĕ таран хăш-пĕр ваттисен сăмахĕсемпе усă курма вĕрентмелле. Вăл ятласа каланинчен чылай усăллăрах. Çавăнпа та çак жанрсемпе ытларах усă курччăр тесе эпир вĕренекенсене ребуссем, кроссвордсем тума, тупмалли юмахсем тупма вĕрентетпĕр. Ачасем уроксенче кăмăлтанах ĕçлеççĕ. Çак ĕçсене тунă чухне тĕрлĕрен словарьсемпе усă кураççĕ, килте ваттисемпе канашлаççĕ, вĕрентекенсенчен те пулăшу ыйтаççĕ. Çавăн пек вĕсен калаçăвĕнчи сăмахсен пуххи ÿсет, тавра курăмĕ анлăланать.
Çапла вара, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем — чăваш халăхĕн нихçан иксĕлми ăслăлăх тĕслĕхĕсем, хÿхĕм хайлавĕсем.
Источник: "Каçал Ен"