24 декабря 2011 г.
Республикăра кăçал 1082 пушар тухнине регистрациленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 168 тĕслĕх е 13,4 процент сахалрах. Кăçал вут-çулăмра 98 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. 2010 çулта кăçалхипе танлаштарсан 9 çын е 8,4 процент сахалрах пулнă.
Пушарсен тĕп сăлтавĕ — кăмака хутнă чухне ансат правилăсене пăхăнманни. Кăçал ку кăтарту 125-пе танлашать, 2010 çулта — 103. Кăмакасенче тата мăрьесенче кăлтăксем пулнипе кăçал та, пĕлтĕр те 102 пушар пулнă.
Район территорийĕнче декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 25 хутчен вут-çулăм тухнине шута илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 20 процент ытларах. 2010 çулта 20 пулнă.
Иртнĕ канмалли кунсенче Кĕçĕн Каçалта пушар тухнине регистрациленĕ. Хуçасене вут-çулăм 7 пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.
Республикăри суту-илÿ точкисенче лицензисĕр пиротехника изделийĕсене тупса палăртас тĕллевпе «хĕрÿ лини» ĕçлет. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пирки 8-927-844-91-10 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.
Тимлĕ пулăр! Асăрханусăрлăх никама та каçармасть!
Источник: "Каçал Ен"