АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста тимĕрçĕ хисепе тивĕçлĕ

24 декабря 2011 г.

Тимĕрçĕ ĕлĕк чи кирлĕ профессисенчен пĕри пулнă. Тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ тумалла-и, лаша таканлаттармалла-и, çава туптаттармалла-и, шăтнă хуран-чукуна сапламалла-и — ун патне утнă. Тимĕрçĕ лаççинче ĕç вĕресе çеç тăнă, хуçи яланах хисепре пулнă.

Йăлмахвара пурăнакан Геннадий Николаевич Чаржова таврари ялсенче пĕлмен çын çук та пулĕ. 50 çула яхăн тăван колхозра тимĕрçĕре вăй хунă вăл. Çак вăхăт хушшинче мĕн кăна туса паман-ши ял халăхне, тăван колхоза. Çурхи ака-суха ĕçĕсенче техника вансан пурте унран пулăшу ыйтнă. Механизаторсен ыйтăвĕсене тивĕçтермесĕр хăварман. Кашни килтех вăл ăсталанă хатĕрсене курма пулать.

Ăçтан пырса лекнĕ-ха Геннадий Николаевич тимĕрçĕ лаççине; Ăна вăл хăй акă мĕнле аса илет: «1949 çул. Эпĕ 17 çулта. Ирхине çывăрса выртнă вăхăтра мана сăмсаран кап ярса илчĕ тахăшĕ. Эпĕ хăранипе сиксе тăрса лартăм. Ман умра колхоз председателĕ А.Волков тăра парать. «Ну, мĕнле, тимĕрçĕ пулас килмест-и;» ыйтать вăл кулкаласа. Геннадин амăшĕ тÿрех хирĕçлеме пуçланă. Ара, унăн тетĕшĕ тимĕрçĕре ĕçлесе суккăр пулса ларнă та. Анчах ашшĕ ывăлне тимĕрçе яма хаваспах килĕшнĕ. Вăл хăй те çамрăк чухне çавăнта тăрăшнă, вăрçăран хăрах алăсăр таврăннипе çеç çак ĕçе пăрахма тивнĕ.

Çапла вара Г.Чаржов А.Анисимов тимĕрçĕн пулăшаканĕ пулса тăнă. Ĕçлеме ÿркенмен çамрăк каччă, алли ăста пулни тÿрех палăрнă. Майĕпен ĕçĕн кăткăслăхĕсене хăнăхса пынă, тимĕре мĕн чухлĕ вăхăт хĕртмеллине, ăçтан çапсан мĕнле пулассине аван чухланă. Турă пани пулнах-тăр ĕнтĕ ун, çавăнпа та ĕçе юратса çÿренĕ, çур ĕмĕре яхăн сунтал умĕнче ирттернĕ. Геннадий Николаевичăн ашшĕпе куккăшĕ çеç мар, ывăлĕ Сергей те пĕр вăхăт тимĕрçĕ лаççинче вăй хунă. Чăн-чăн тимĕрçĕсен династийĕ теме пулать Чаржовсене.

Геннади тете халĕ 80 çула çывхарса пырать пулсан та кĕрĕк арки йăваласа лармасть. Унăн килте хăй пайăн-пайăн пуçтарса ăсталанă пĕчĕк трактор пур. Кÿршисене, тăванĕсене утă-улăм илсе килсе памалла-и, армана михĕсем турттармалла-и — Геннадий Николаевич «тимĕр утне» кĕрлеттерет. «Ял-йыш хисеплени хаклă»,— тет ăстаçă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика