24 декабря 2011 г.
Ватăлсан тĕрек чакать, теççĕ халăхра. Урасем те утасшăн мар, куçсем те яшлăхри пек çивĕчлĕхпе палăрмаççĕ, хăлха мăкалать, вăй чакать. Камран пулăшу кĕтмелле-ха паянхи пенсионерсен, кам куçĕнчен пăхмалла; Пуласлăхшăн тăрăшнă, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн ырми-канми вăй хунă çынсене манмасть патшалăх. Уйрăм тимлĕх вăрçă вутне кĕрсе мирлĕ, тăнăç пурнăçшăн кĕрешнĕ ветерансене уйăрать. Акă, нумаях пулмасть вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес программăпа килĕшÿллĕн пирĕн обществăлла корреспондент Р.П.Моисеев çĕнĕ хваттерлĕ пулса тăчĕ. Çĕнĕ вырăнта пурнăç еплерех пулнине ыйтса пĕлме ветеранпа курса калаçрăм.
— Ревокат Прохорович, çĕнĕ çĕрте хăвăра епле туятăр? Килĕшет-и хваттер?
— Эпĕ кунта октябрĕн 29-мĕшĕнче куçрăм. Хваттер пурăнма хатĕрччĕ ĕнтĕ ун чух, йăлтах туса пĕтернĕ, стени-урайĕсене йĕркене кĕртнĕ. Çапах хăш-пĕр улшăнусем кĕртме шутларăм. Çапла вара алăксене урăххисемпе улăштартăмăр, балкон турăмăр. Хамăн хĕрĕм килсе чÿрече каррисем çакса, кавирсем сарса пачĕ, хваттере хăтлăх кĕртрĕмĕр. Малтанах таçта ют çĕре килсе лекнĕ пек туйăнатчĕ, темĕскер çитмест пек. Халĕ хăнăхса пыратăп ĕнтĕ. Хваттер çутă, пысăк, чупмалăх, футболла вылямалăх та пур. Мана, пĕччен çынна валли, вырăн ытлашшипех. Пĕрремĕш хутра пулни савăнтарать, картлашкасене шутла-шутла хăшкăлмалла мар.
— Ăçта лайăхрах пек: малтанхи çуртра-и е кунта?
— Хваттере куçни нумаях вăхăт иртмен те, хамăн килшĕн тунсăхлатăп. Ара, унта манăн пĕтĕм пурнăç иртнĕ-çке. Пурăнмалли условисене танлаштарсан, паллах, хваттерте лайăхрах. Туалет, ваннăй пÿртрех, çăвăнас килсен вутă йăтас, хурансене шыв тултарас шухăш çук. Крана пăратăн та вĕри шыв та, сивви те юхать. Кашни кун çăвăнма пулать. Çапах та мунчашăн тунсăхласан хамăн кивĕ çурта кайса килетĕп, мунча хутса кĕретĕп. Хваттерте пÿлĕме ăшăтма кăмака хутас, хĕл валли вутă хатĕрлес тесе те шутламалла мар.
Яланах ăшă, хăтлă. Хĕллехи шартлама сивĕсем те мана халь хăратмаççĕ. Юрать, патшалăх пирĕншĕн тăрăшать, манмасть ватăсене.
— Кичем мар-и пĕр пĕччен пысăк хваттерте?
— Эпĕ кичемленсе ларакан çын мар. Авă, çÿлĕк тулли кĕнеке. Вĕсене вулатăп. Хаçат-журналсенче мĕн çырнипе интересленетĕп, статьясем шăрçалатăп. Хальхи вăхăтра хамăн тăван ял историне тĕпчетĕп. Хам курнă пулăмсене, ас тăвакан фактсене çамрăксене çырса парса хăварасшăн. Унсăр пуçне кашни кунах йĕлтĕрпе ярăнма тухатăп, сывлăха çирĕплетме уçă сывлăш питĕ пĕлтерĕшлĕ-çке. Шупашкарти хĕрĕм те час-часах килсе каять, кичемленме памасть. Çĕнĕ хваттере хальлĕхе тăвансене пуçтараймарăм-ха. Февраль уйăхĕнче хамăн 90 çулхи юбилее вĕсене пурне те чĕнесшĕн, çĕнĕ пÿрте куçнине те çавăн чухне кĕрекене ларса паллă тăвасшăн.
Источник: "Каçал Ен"