АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йĕр хăварма çамрăкранах ăнтăлмалла

17 декабря 2011 г.

Килте мĕн кирли пурте пур Зоя Федоровна Счетчикован. Сывлăхĕ кăна кирлĕ. Анчах çулсем хушăнса пынă май вăл хавшани сисĕнет. Ял ăмсанмалла пурăнатчĕç мăшăрĕпе. Хисеплетчĕç вĕсене таврара. Кил хуçи хĕрарăмĕ çамрăксене чăн-чăн çын туса ÿстерес, вĕсене тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ парас ĕçре чылай çул тăрăшнă май, унпа тĕл пулсан сăмах хушса калаçаççĕ, сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлеççĕ. Уявсенче саламлама та манмаççĕ.

Чипер кăштăртатса хĕл каçса, çуркуннене сывлăх хушса, мăнукĕсемпе савăнас ĕмĕтлĕ Зоя Счетчикова. Çитес кунсенче вăл 80 çул тултарать. «Пурăнмасăрах ватăлтăмăр»,— теме пăхасшăн хĕрарăм. «Мăшăрупа килĕшÿре пурăннăран пурнăç иртсе пынине сисмен эсир», — теççĕ ăна пĕлекенсем.

Зоя Долгова (хĕр чухнехи хушамачĕ çавăн пек) Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере виçĕ ача пулнă вĕсен. Вăл вăхăтра çуралнисен ачалăхĕ пирки калама кирлĕ те мар пулĕ. «Терт-нушине нумай тÿснĕ. Выçлăхне те, ураран ÿкиччен аслисемпе тан тăрса ĕçленине те – пурне те курнă»,— тет ачалăхĕ пирки ватă.

Вĕренÿ патне туртăнакан хĕр ача шкулта пур предметсемпе те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. «Учитель пирĕншĕн Турă вырăнĕнче пулнă. Уроксенче шыв сыпнă пек лараттăмăр. Акă хими предмечĕпе вĕрентекен Юлия Антиповна Коновалова пирки ырăпа кăна аса илетĕп. Клавдия Парфеньевна Лукиянова историк уроксенче пире темăсене чунтан ăнлантаратчĕ. Унчченхи учительсем урăхла пулма та пултарайман. Темăна ăнланмасан ачасене уроксем хыççăн хăварса вĕрентетчĕç. Çавăнпа ĕнтĕ маншăн ÿссен кам пуласси паллăччĕ»,— терĕ Зоя Федоровна.

Вăтам пĕлÿ çинчен аттестат илнĕ хыççăн Канашри учительсене хатĕрлекен института вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Çамрăк педагог икĕ çул вĕреннĕ хыççăн ятарлă направленипе Чита облаçĕнчи шкулта ĕçлеме пикеннĕ. «Тăватă çул аякри çĕр-шывра тăрăшрăм. Килтен инçетре епле лайăх пулсан та чун тăван енех туртатчĕ çав»,— аса илчĕ çамрăклăха ĕç ветеранĕ.

1956 çулта З.Счетчикова тăван яла таврăннă, Урмаел шкулĕнче математика предмечĕпе вĕрентме тытăннă. Каярахпа вара Çĕнĕ Кипеç, Кĕçĕн Каçал тата Дубовка шкулĕсенче чылай çул тăрăшнă.

1957 çулта пĕр класра вĕреннĕ тус-юлташĕпе, Иван Павлович Счетчиковпа, çемье çавăрнă. «Шăпамăра хамăр йĕркелетпĕр мар-и: професси суйласа илетпĕр, чĕре хушнипе мăшăрланатпăр, чун туртнă çĕрте тымар яратпăр. Пĕрин ĕмĕчĕ пурнăçланать, теприн тĕллеве пурнăçлама самаях тапаçланма тивет»,-— тет Зоя Федоровна.

Мал ĕмĕтлĕскер, ĕçленĕ вăхăтра пĕлĕвне анлăлатать, Шупашкарти педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илет.

Виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ Счетчиковсем. Светлана Шупашкарта çемйипе тĕпленнĕ, Надежда — Канашра. Инна, Сбербанк тытăмĕн ĕçченĕ, тĕп хуламăрта пурăнать. Виçĕ хĕрĕ те аслă пĕлÿллĕ.

«Хам ăрури çынсене пăхатăп та — тĕлĕнетĕп. Мĕн кăна курман вĕт-ха вĕсем? Вăрçă асапне чăтса ирттернĕ, сиввине, выççине тÿснĕ. Ача-пăчана ура çине тăратнă, килти хуçалăха çĕкленĕ, çĕр-шыв экономикине аталанма пулăшнă. Тимĕртен тунă пуль вĕсене. Анчах ун пек нушана тимĕр те чăтаяс çук. Çав вăхăтрах вĕсемех çирĕп сывлăхпа палăрса тăраççĕ. Паянхи çамрăксен вĕсене ăмсанмалли кăна юлать — сывлăх тĕлĕшĕнчен... Ман шутпа, хальхи ăрурисене ĕçсĕрлĕх пăсать. Ниçта ĕçлемен çыннăн эрех-сăра ĕçмесен тата мĕн тумалла-ха;» — тĕлĕнет вăл.

Паянхи кун Зоя Федоровна пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ унран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа вунă çул ытла ĕнтĕ. Кукамăшĕ патне тăтăшах виçĕ мăнукĕ, мăнукĕсен 2 ачи килсе çÿрет. Шăкăл-шăкăл калаçнă вăхăтра Зоя Федоровнăран медалĕсем пирки каласа пама ыйтаççĕ. З.Счетчикован Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Вĕсене пурне те арчара тирпейлĕ упрать.

— Пурнăçра кашнин ырă йĕр хăвармалла. Çавăн патне çамрăкранах ăнтăлмалла,— тет Зоя Федоровна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика