АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕк ĕмĕр шкул карапĕ çинче

17 декабря 2011 г.

Çамрăк ăрăва пĕлÿ парасси — çăмăл ĕç мар. Вĕреннĕ çын пулни кăна çителĕксĕр, хăйĕн пĕлĕвне ачасем ăнланмалла чĕлхепе уçса пама, кашни шăпăрланăн чĕри патне тĕрĕс уçă тупма пĕлмелле чăн-чăн учителĕн. Турă панипе, чĕре хушнипе çак профессие суйласа илнисене ачасем темле майпа тÿрех уйăрса илеççĕ, вĕсем патнелле туртăнаççĕ.

Юратнă учителе палăртма ыйтсан Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнчи чылай шăпăрлан М.Г.Никифоровăна асăнать. Ахальтен мар çакă: пуçламăш классене пĕлÿ паракан педагог ачасемпе çепĕççĕн сăмахлать, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланать, кашнин чĕри патне сукмак хывма пултарать. Унăн урокĕсенче ăш пиллĕх, ăнлану, лăпкăлăх хуçаланаççĕ.

Ахальтен пурнăç урапине учитель çулĕпе кустарман Марина Геннадьевна. Вĕрентекенсен туслă çемйинче кун çути курнăскер, пĕчĕкрен çак профессие алла илсе ачасене пĕлÿ пама ĕмĕтленсе ÿснĕ вăл. Ашшĕ вĕренекенсене истори предметне ăша хывма пулăшнă, амăшĕ кĕçĕн классене вулама-çырма вĕрентнĕ. Çывăх çыннисем сĕннипе ĕнтĕ Марина Геннадьевна шкул пĕтерсен Канашри педучилищĕне çул тытнă. Студент вăхăчĕсене вăл халĕ те ăшшăн аса илет.

— Çав тери килĕшетчĕ вĕренме. Яла килсен унти пурнăç çинчен тус-тантăшсене хавхаланса каласа панипе хамăр ялти хĕрсем пĕрин хыççăн тепри унта вĕренме кĕчĕç. Халĕ вĕсем пурте шкулсенче тăрăшаççĕ ĕнтĕ,— кăмăллăн йăл кулса сÿтет аса илÿ çăмхине М.Никифорова.

1986 çулта педагогика училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк хĕр Тăманлă Выçли тĕп шкулне ĕçлеме килет, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧПИре пĕлĕвне тарăнлатать. 25 çул такăрлатать ĕнтĕ вăл шкул сукмакне, темле çанталăкра та кÿршĕ ялтан çула кĕскетсе юратнă ачисем патне çитет.

— Пирĕн ĕç çăмăл тесен тĕрĕс мар пулать. Пуçламăш класрисен чунĕсем ачаш, кăшт хытăрах сăмах каласан йĕрсе яма та пултараççĕ. Çапах кашни ача уйрăм тĕнче пулнине палăртмалла. Психологи тĕлĕшĕнчен питĕ интереслĕ, — пĕлтерет тăрăшуллă педагог.

Вĕренÿ йĕркинче пĕр çитменлĕх курать вăл — сахал комплектлă классем. Çакă ачасен тимлĕхне сапалать, пĕлÿ парас шая чакарать тесе шутлать нумай çул юратнă ĕçĕнче вăй хуракан учитель.

Марина Геннадьевна кашни урокне пĕлсе йĕркелет, ачасене интереслентерме тăрăшать. Вăйă, юмах евĕр иртекен уроксене уйрăмах кăмăллаççĕ шăпăрлансем, шăнкăрав сас парсан та класран тухма васкамаççĕ. Класс тулашĕнчи мероприятисене те хаваспах хутшăнаççĕ М.Никифорован ачисем: концертсенче палăраççĕ юмахсем хатĕрлесе ашшĕ-амăшĕсене лартса параççĕ.

Сăмах май, Марина Геннадьевна хăй те питĕ пултаруллă. Гитара калама юратаканскер, час-часах сцена çине тухать, юрăсем шăрантарса халăха савăнтарать. Çĕвĕç те вăл, парикмахер та. Спортпа ачаран туслă маттур педагог. Уйрăмах волейбол вăййине кăмăллать вăл. Шкул команди нумай çул ĕнтĕ малти вырăна йышăнса волейбол кубокне алăран ямасть. Паллах, коллектив туслă пулни кунта питĕ пĕлтерĕшлĕ.

— Пирĕн пурте пĕр-пĕрне ăнланма, хаклама пĕлеççĕ, ĕçпе те, сĕнÿ-канашпа та пулăшма хатĕр тăраççĕ,— тет Марина Геннадьевна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика