17 декабря 2011 г.
Геннадий Артемьев (сăн ÿкерчĕкре) вăтăр çула яхăн трактористра тăрăшать. Коллективра вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Г.Артемьев Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 8 класс пĕтерсен тăван колхозра ĕçленĕ. 1969—1971 çулсенче Астрахань облаçĕнче авиаци чаçĕнче хĕсметре тăнă, чăваш ятне çÿлти шайра тытнă.
Çартан таврăнсан Канашра тракторист профессине алла илнĕ. Геннадий Кириллович çавăнтанпа «хурçă ут» çинче ĕçлет. Хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă, таса тытать. Мăшăрĕ, Нина Павловна, «Заря» ял хуçалăх производство кооперативĕнче дояркăра чылай çул ĕçлесе пенсие тухнă. Тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ туслă мăшăр.
«Ачасем пурте ура çине тăнă: кашни çемйипе тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ. Пирĕнпе пĕрле Ирина хĕрĕмĕр мăнукпа пурăнать.
Тăватă мăнукпа савăнатпăр, вĕсем ачасенчен те «тутлăрах»,— терĕ Геннадий Артемьев, хăйĕн çемйи, пурнăçĕ çинчен.
Вăл çуллахи вăхăтра МТЗ-82 тракторпа нумай çул ÿсекен курăксене çулать, сенаж хывать. Хĕллехи кунсенче вара тюкланă утă-улăма тракторпа мăйракаллă шултра выльăх валли турттарать. Унпа паллашнă вăхăтра та çак ĕçе тăватчĕ.
Источник: "Каçал Ен"