10 декабря 2011 г.
2011 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, халăх академикĕ, тавра пĕлÿçĕ Петр Пантелеймонович Таллеров çуралнăранпа 75 çул çитет.
Петр Пантелеймонович 1936 çулта Чăваш АССРне кĕнĕ Патăрьел районĕнчи (халĕ Чăваш Республикинчи Комсомольски районĕ) Нĕркеç ялĕнче çуралнă. 1955 çулта Комсомольски вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн 2 çул И.В.Мичурин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. 1957—1959 çулсенче Чукотка çурма утравĕ çинче çар тивĕçне пурнăçланă. Демобилизаци хыççăн тракторсен запас пайĕсене тăвакан завода (халĕ Шупашкар агрегат завочĕ) чугун шăратакан цеха ĕçе вырнаçнă.
П.Таллеров спортпа туслă пулнă, час-часах туристла походсене хутшăннă. 1959 çулта йĕлтĕрпе чупса спорт мастерĕн нормативне тултарнă. 1962 çулта Мускав энергетика институчĕн Волжскри филиалне вĕренме кĕнĕ. Каярах ăна Ленинградри М.И.Калинин ячĕллĕ политехника институтне куçма тивнĕ, ăна вăл 1969 çулта пĕтернĕ.
Куçăмсăр майпа вĕреннĕ вăхăтра та вăл Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсенче вăй хунă. 1965 çулта ăна «Химтекстильмаш» завода инженера куçарнă. 1970 çултанпа П.Таллеров Шупашкарти тĕрлĕ заводсенче ĕçленĕ. 1984 çулта Петр Пантелеймонович Шупашкарти 5-мĕш шкулти паттăрлăх музейĕ çумĕнчи «Поиск» клубăн ĕçне йĕркелесе пыма тытăнать. 1986 çулта тивĕçлĕ канăва каять, çапах заводри ĕçе пăрахмасть.
1993 çулта Чăваш наци музейĕн директорĕн çумĕ Е.Михайлов П.Таллерова музее наука сотрудникĕнче ĕçлеме чĕнет, унта пирĕн ентеш 1996 çулччен вăй хурать.
1962 çулта Петр Пантелеймонович тăван ен историне, чăваш халăхĕн культурине тĕпчеме тытăнать. Вăл Комсомольски тата Çĕрпÿ районĕсенчи ялсен, колхозсен, шкулсен, чиркÿсен историне çырма материал пуçтарать, репрессиленĕ ентешĕсен пурнăç çулне тишкерет, документсемпе паллашать. Вăл çырнă статьясем республика тата район хаçачĕсенче пичетленеççĕ. Пурĕ тавра пĕлÿçĕ 7 кĕнеке ытла çырса кăларать.
Чăваш культурине тĕпчес ĕçри ÿсĕмсемшĕн П.Таллерова 1991 çулта «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. 2000 çулта Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ ăна «Чăваш халăх академикĕ» хисеплĕ ята панă. Унсăр пуçне П.Таллеровăн Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăсен, ведомствăсен Хисеп грамотисем, медалĕсем тата Хисеп палли чылай.
Петр Пантелеймонович Таллеров 2010 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче вилнĕ.
2002 çулта П.Таллеровăн архивĕнчи докуменчĕсене пĕрремĕш хут патшалăха панă. Кайран унта тата та ытти документсем хутшăннă. Вĕсен хушшинче — ал çырăвĕсем, сăн ÿкерчĕксем, вăл пуçтарнă документсем, унăн кĕнекисем тата ытти те.
Источник: "Каçал Ен"