10 декабря 2011 г.
Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче çĕр-шыв Шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕн кунне уявларĕ. Районти пакунлă çынсем те çак уява анлă ирттерчĕç. Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипех пурнăçлаççĕ. Ар çынсемпе танах хĕрсем, хĕрарăмсем те тимлеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Кристина Алексеева.
Хĕр Комсомоль-ски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен 2006 çулта вĕренсе тухнă.
Чи юратнă предмечĕсемпе (обществознани, алгебра) лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Алла аттестат илсен Кристина Шупашкарти милици шкулне вĕренме кĕрет. «Атте те, унăн çывăх тăванĕсем те правăна сыхлас органсенче ĕçленĕ май, хам валли професси суйлама йывăр пулмарĕ»,— тет К.Алексеева.
Вăтам пĕлÿллĕ юрист дипломне илсен районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшма пуçланă. Мал ĕмĕтлĕ хĕр 2009 çулта аслă вĕренÿ заведенине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ.
Кристина Алексеева 2010 çулта следстви подразделени-йĕнче ĕçлеме пикеннĕ. «Малтанах уголовлă ĕçсене тĕпчеме йывăрччĕ. Анчах та опытлă наставник Ринат Зайнуллин пулăшнипе пĕрре кăна мар уголовлă ĕç пăхса тухма суда ятăм. Айăплисем тивĕçлипе явап тытрĕç»,— тет çамрăк следователь. Пушă вăхăтра Кристина юрлама юратать. Спортпа та туслă вăл.
«Паянхи кун алăра уголовлă ĕçсен шучĕ 10-ран та иртет. Вĕсенчен кам киревсĕр ĕç тунисене тупса палăртманнисем те пур. Паллах, «хĕрÿ» йĕр тăрăх преступленисене уçса пама çăмăлрах. Çавăнпа та кирек мĕнле шăнкăрав çине те оперативлă ушкăн вăхăтра çитме тăрăшать»,— тет Кристина Сергеевна, преступлени тунă çĕре çитме васкаса.
Источник: "Каçал Ен"