АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхланакана Турă сыхлать

10 декабря 2011 г.

...Раççей çулĕсем çинче çулсерен 30-шар пин ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çулсем çинчи çухатусене наци хăрушсăрлăхĕпе танлаштараççĕ.

Январь — ноябрь уйăхĕсенче водительсен çул çинчи дисциплинине ÿстерес тесе 33 автопредприятире тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Тупса палăртнă çитменлĕхсемпе руководительсем ячĕпе çийĕнчех предписани çырнă. Водительсене те рейса тухас умĕн тăтăшах тĕрĕслетпĕр. Вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕл пулусем, калаçусем йĕркелетпĕр. Акă кăçал 10 уйăхра 38 хут ача садĕнче, 84 хут вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса профилактикăлла калаçусем ирттертĕмĕр.

2011 çулта пирĕн сотрудниксем çул çинчи йĕркене пăснă 5208 тĕслĕх тупса палăртнă, çак тапхăрти пĕлтĕрхи кăтарту 4900-пе танлашать.

Çул çÿремелли правилăсене пăсакансене административлă майпа айăпласа 1627100 тенке яхăн штрафланă, 1437500 тенкĕ шыраса илнĕ. Полицин тĕрлĕ службисемпе пĕрле 82 рейдпа операци ирттернĕ.

Кăçал çул çинчи лару-тăрăва çăмăл тесе калаймăн. Пĕлтĕр, 2010 çулта, район территорийĕнче çак тапхăрта пурĕ 41 автоавари пулнă, вĕсенче 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 64-шĕ сусăрланнă. Кăçал 40 авари регистрациленĕ, унта 13 çын вилнĕ, 57-шĕ йывăр аманса больницăра сипленнĕ.

Аварисенчен пысăк пайĕ транспорт хатĕрĕсем хире-хирĕç пырса çапăннипе пулнă (26, пĕлтĕр (23). Транспорт хатĕрĕсем тÿнсе кайнипе те (12), çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнипе те (9) инкек пулса иртнĕ. Аварисен сăлтавĕ – пысăк хăвăртлăхпа пынинче. Кăçал çак сăлтава пула çул çинче 23 инкек пулнă.

ГИБДД инспекторĕсем кăçал 11 преступлени уçса панă.

Уйрăмах харпăр хăй транспорчĕпе çÿрекенсем пирки тарăху сăмахĕсем каламалла. Çакна пурне те асăрхаттарасшăн: çул çинче пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлмелле.

Тата çакна та каласа хăвармалла: çул çинчи хăрушсăрлăх хамăртан килет. «Сыхланакана Турă сыхлать»,— теççĕ. Асăрхануллă пулăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика