10 декабря 2011 г.
«Выльăх ача-пăча пекех вĕт, ăна пăхмалла, юратмалла»,— тет ĕмĕрĕпе ветеринарта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Г.Зайцева. Уйрăмах çамрăк выльăха: нăçтăркка сысна çурисене, тăрăс-тăрăс сикекен сурăх путеккисене, йĕпе сăмсаллă пăрусене — юратать вăл, кунĕн-çĕрĕн вăхăта вĕсемпе ирттерме хатĕр.
Галина Петровна Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьери 5 ачаран вăл чи кĕçĕнни пулнă. Мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе юратнăран Патăрьелĕнчи ял хуçалăх училищине ветфельдшера вĕренме çул тытнă. Вĕренсе тухсан çамрăк специалиста Йăлмахва ялне ĕçлеме янă. Çавăнта вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе, шывра та путман, вутра та çунман хăюллă каччăпа Николай Зайцевпа паллашнă, кăштахран çемье çавăрнă.
Галина ĕçлеме пуçланă вăхăтра колхозсем лайăх ĕлкĕрсе пынă, ял хуçалăхĕ кунран-кун аталаннă. «Питĕ нумай выльăх-чĕрлĕхчĕ колхозра: сыснасем, сурăхсем, лашасем, мăйракаллă шултра выльăх... чăх-чĕп те пулнă»,— аса илет Галина Петровна.
Вĕсене пурне те пăхса тăмалла-çке, чир ерсен сыватмалла. Кунне-çĕрне пăхмасăрах ĕçленĕ çамрăк хĕрарăм. Колхоз выльăхне сипленипе кăна мар, ял çыннисен выльăхĕ чирлесен те пулăшма васканă. Паллах, укçашăн мар, тавтапуç сăмахшăн, çын куçĕнчи савăнăçшăн. Пултаруллă ветеринара Йăлмахвара кăна мар, кÿршĕ ялсенче те пĕлнĕ, выльăх-чĕрлĕх чирлесен тÿрех ун патне килнĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те Галя аппа пулăшма ялан хатĕр тăнă.
Декабрь вĕçĕнче выльăх тухтăрĕшĕн яланах хĕрÿ вăхăт пулнă. Ара, нумайăшĕн ĕнисем пăруланă. Йывăр самантсенче Галина Петровнăн талăкĕпех фермăран тухманнисем те пулнă. Ыратнипе нушаланакан выльăха шеллесе пĕччен пăрахса хăварайман вăл, епле те пулин пулăшма тăрăшнă. Шартлама сивĕсене те пăхса тăман, выльăх куçĕсенчи ыратăва курсан унăн нушине çăмăллатма васканă.
Тăрăшулăхне кура Галя аппана нумай Хисеп грамоти парса чысланă. Вĕсен хушшинче республика шайĕнчи те пур. 1977 çулта вăл социализмлă ăмăрту çĕнтерÿçи ята тивĕçнĕ.
Халĕ Галина Петровна тивĕçлĕ канура, кĕçĕн ывăлĕн, Вячеславăн çемйипе пурăнать. Аслă ывăлĕ Павел та аякрах мар тĕпленнĕ, виçĕ кил урлă кăна. Пушă вăхăтра вăр-вар ун патне чупса каçса килет Галя аппа, ĕçĕсемпе интересленет, сĕнÿсемпе пулăшать. Галина Петровнăн мăнуксем кăна мар, мăнукĕн ачи те пур. «Вĕсем килсен чун савăнать, пÿрт тулсах каять»,— палăртать вăл.
Кĕрĕк арки йăваласа лармасть тивĕçлĕ канури кинемей, килти ĕçсене пурнăçлать, хурт-хăмăр ĕрчетет. Сăмах май, хурт-хăмăр тытасси вĕсен çемйинче йăхран йăха куçса пыракан туртăм. Нумай çул ĕнтĕ вĕсен хуçалăхĕнче пыл хурчĕсем ĕрчеççĕ.
Паянхи кун та Галя аппа яланах çынна пулăшма хатĕр тăрать. Пырса чĕнеççĕ те ĕни-сурăххи чирлесен, васкаса тухса утать выльăх тухтăрĕ. «Хăв çынсене кирлĕ пулнине туйни те мĕне тăрать. Эппин, пурнăç ахаль иртмен»,— тет ĕмĕрĕпе юратнă ĕçре вăй хунă ветеринар.
Источник: "Каçал Ен"