АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене турĕ

10 декабря 2011 г.

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент вырсарни кунхи сасăлав хыççăн вăраха ямасăр журналистсемпе курнăçса суйлава пĕтĕмлетрĕ, хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарчĕ. Калаçăва республика пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Енĕн «кивĕ» парламенчĕн спикерĕ Михаил Михайловский те хутшăнчĕ.

Хăйĕн сăмахĕнче малтанах Президент суйлава кайнă, çапла майпа хăйсен гражданин тивĕçне пурнăçланă суйлавçăсене тав турĕ. «Юлашки çулсенче республика нумай йывăрлăха çĕнтерчĕ. Финанспа экономика кризисĕ, çуллахи шăрăх, вăрмансенчи пушарсем, ăнман тыр-пул, апат-çимĕç хакĕсем ÿсни... Çынсем çакна пăхмасăр сассисене хăйсем шанакан политика вăйне пани — юлашки çулсенче республикăра тата çĕр-шывра тытса пыракан тивĕçлĕ политика кăтартăвĕ, — терĕ Михаил Васильевич. — Суйлав — граждансем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнле туйнин кăтартăвĕ, çынсен кăмăл-туйăмне сăнлакан хăйне евĕрлĕ лакмус хучĕ пулса тăчĕ».

Михаил Васильевич сасăлав кăтартăвĕсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. РФ Патшалăх Думинче тата ЧР Патшалăх Канашĕнче тăватă парти фракцийĕсем йĕркеленĕç — «Единая Россия», КПРФ, «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» тата ЛДПР. Чăваш Ен парламентĕнче «Единая Россиян» 33 депутат пулать, комму-нистсен — 4, «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯн» — 5, либерал-демократсен — 2.

Дума депутачĕсен суйлавне Раççейĕпе суйлавçăсен 60,2% хутшăннă, Чăваш Енре – 61,5. Çав вăхăтрах 2006 çулхи федераципе республика шайĕнчи суйлавсене пĕрлештернĕ тĕслĕхпе танлаштарсан, ун чух 43,7% пулнă, ку хутĕнче граждансем чылай активлăрах пулни куç кĕрет. Чи хастаррисем — Тăвайсем, çак районта асăннă кăтарту 91,2% яхăнах. Куншăн Президент района пайăррăн тав турĕ, вырăнти хаçат редакторĕн ыйтăвне хуравланă май Тăвайсене çĕнĕ производствăсем уçма пулăшма шантарчĕ. Хуласенче — Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Канашра — суйлавçăсен 53—57 проценчĕ çеç хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен вара хайхи процентсемпе эпир Атăлçи округĕнче 7-мĕш вырăнта, Раççейре — 44-мĕшĕнче.

Парти списокĕсенче хăй малта пулнине кура Михаил Васильевич «Единая Россия» кăтартăвĕсем çине пусăм турĕ. «Упасемшĕн» Чăваш Енри районсенче уйрăмах нумайăн сасăланă, Шăмăршăсем — 70,4, Тăвайсем — 67,36, Патăрьелсем — 64,99%. Чи япăх кăтартусем — 30,65% пухнă Çĕнĕшупашкарсен, 33,21% çырлахнă Шупашкарсен тата 41,51 % танлашнă Канашсен. «Ертсе пыракан парти хăйĕн позицийĕсене çирĕплетни куç кĕрет, — терĕ Президент. — Чи кирли — эпир политика кĕрешĕвне тÿрĕ кăмăлпа тытса пытăмăр. Халăха тĕрĕссине каларăмăр, çав вăхăтрах уйрăм партисем таса мар технологисемпе усă курчĕç ...»

Çитес эрнере пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ пулать. Çавна май Михаил Васильевич парламент суйлавĕн кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкересси пирки асăрхаттарчĕ: «Çакна влаçăн мĕн пур шайри органĕн тумалла. Эпир тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр. Иккĕленместĕп, влаçăн, должноçри çынсен суйлавçăсем суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче çĕкленĕ çивĕч ыйтусене шута илмелле. Чи малтанах — çынсене вырăнсенче пăшăрхантаракан ыйтусене, шалу, стипендисене, пенсисене пысăклатасси, шкулсене, больницăсене тивĕçтерессине лайăхлатасси, çулсемпе нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси, ЖКХри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне çĕклесси».

Михаил Михайловский те урăхла çул çуккине палăртрĕ. Вăл Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ тĕлĕшпе ыйтусем пуррине хирĕçлемерĕ, республикăра «упасем» халăх шанăçне хавшатни сисĕнет, çавăнпа ку енĕпе пурнăçлакан ĕçре «тÿрлетÿсем кирлине» палăртрĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр парти популистла шантарусен çулĕ çине тăнине те асăнчĕ. Кирек мĕнле пулсан та Михаил Алексеевич «Единая Россиян» Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнчи кăтартăвĕпе кăмăллă. Пĕр мандатлă округсенчен 18 депутат пуласса шаннă, чăннипе вара — 21. Çавна май ЕР йышĕ Чăваш Ен парламенчĕн 3/4 пайĕпе танлашĕ, урăхла каласан «единороссем» республикăн саккунсем кăларакан влаç тытăмĕнчи позицийĕсене çирĕплетнĕ.

Журналистсем суйлав кăтартăвĕсем кадрсен ыйтăвне витĕм кÿме пултарассипе кăсăкланчĕç. «Пирĕнпе пĕрле ĕçлес кăмăллă маррисене хăшне-пĕрне улăштарма тивессине» хирĕçлемерĕ пулин те, Михаил Васильевич айăплисене шырама, уйрăм хушаматсем асăнма васкамарĕ. Çапла, Çĕнĕ Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ çĕнтереймен — 83 сасă выляса янă. Президент химиксен хулине çĕр-шыври 35 монохула шутне кĕртме май килнине кура çĕр-çĕр млн тенкĕ укçа пани çинчен аса илтерчĕ. «Унти сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх Улатăр тĕлĕшпе те монохула тесе пулăшу илессине хÿтĕлеме халĕ йывăртарах пулĕ». Çапах çакăнта та республика пуçлăхĕ темĕнле трагеди курмасть. «Юлашки 15 çул хушшинче ял çыннисем суйлавра яланах хастартарах пулнă. Эппин, хула çыннисемпе лайăхрах ĕçлемелле».

Дума депутачĕсен суйлавĕн списокĕнче Михаил Игнатьев 1-мĕш номер пулнине кура журналистсен ыйту çуралчĕ: «Нивушлĕ Думăна каятăр?» Паллах, каймасть. «1-мĕш» пирки каланă май Михаил Васильевич çакна Раççей ертÿçисем хăйне шаннипе ăнлантарчĕ. Тата — республикăра пурăнакансем шанни. Йĕрки çапла, списокра маларах тăраканни хăйĕн Думăри вырăнне «ранжирпа» килĕшÿллĕн аялараххине пама пултарать. Республика списокĕнче 2-мĕш вырăнта — Константин Косачев. Вăл депутат пулнă, пулĕ те. Малалла вара — Самойлова, Тихонов, Попов, Иванова, Баранов. Журналистсем çак списокри хăш çын Дума депутачĕн мандатне илессипе кăсăкланса апла та, капла та ыйтрĕç — хальлĕхе татăклă хушамат янăрамарĕ-ха.

Журналистсем республика ертÿçисем Думăри Чăваш Енрен суйланнă ытти фракцири депутатсемпе пĕрле ĕçлесси пирки ыйтрĕç те — ку кăвайт çине краççын сапнăнах пулчĕ. Сăмах Валентин Шурчановпа Анатолий Аксаков пирки. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсене эпĕ çирĕп шанатăп, — терĕ Михаил Игнатьев. — КПРФ тата «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» депутачĕсем тĕлĕшпе шанăç пулман, çук, пулмĕ те. Вĕсем Думăн пĕр суйлавĕнче кăна ĕçлемеççĕ.

Суйлавсем иртеççĕ те ... килеççĕ. 2012 çулхи март уйăхĕнче Раççей Президенчĕн суйлавĕ те çитĕ. Журналистсем Президентран ун пирки те ыйтрĕç. «Тепĕр суйлав çывхарать. Çынсене пирĕн тĕрĕслĕхе курма вĕрентмелле. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕпе танлаштарсан ку хутĕнче пирĕн лайăхрах ĕçлемелле», — терĕ Михаил Игнатьев.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика