АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăк кăмăл парнелерĕç

07 декабря 2011 г.

Аннесене сума суса, уяв ячĕпе саламлама пухăнчĕç иртнĕ кунсенче

Чи малтанах зала пуçтарăннă аннесен ячĕпе Альбина Артемьева аслă вожатăйпа Ирина Тихонова музыка учителĕ ырă сăмахсем каларĕç.

Концерт программине районти ача-пăча искусство шкулĕн «Островок» ушкăнĕ пуçларĕ.

Вĕсем хыççăн Ольгăпа Мария Спиридоновăсем, Александра Мамуткина, Александра Сушенцева «Спасибо, мама», «Мамины руки», «Утешая маму» юрăсене шăрантарчĕç. 4-мĕш «б» класра вĕренекенсене «Курочка ряба» юмах лартса пачĕç. Татьяна Соловьева (5-мĕш «а» класс) «В чистом поле тропина» юррипе савăк кăмăл парнелерĕ. Виççĕмĕш класра пĕлÿ пухакан Эльвира Камальдинова «Самба» ташшипе куракансене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ.

Кристина Павловăпа Кристина Алякина (иккĕшĕ те çиччĕмĕшсем) «Анне, эс ир тăран», «Пирĕн анне» юрăсене парнелерĕç.

Мероприятие Карина Долговăпа Сергей Горобец ертсе пычĕç.

Зала пухăннă аннесем савăк кăмăл парнеленĕшĕн уява йĕркелекенсене тав турĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика