07 декабря 2011 г.
Ÿссен паллă художник пулас ĕмĕтпе çитĕннĕ Аслă Чурачăк каччи Викентий Лукиянов. Паян вăл — Чăваш Республикине Раççей тата тĕнче шайне çĕклекен çын — Раççей Художникĕсен союзĕн членĕ.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче В.Лукияновăн «Чечеклен, тăван ен!» выставки уçăлчĕ. Чи малтанах шкул директорĕ С.Лукиянов сăмах илчĕ. Чăваш халăх художникĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ, живопись кафедрин профессорĕ М.Григорян паллă ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Районти культура секторĕн начальникĕ В.Васильев та тухса калаçрĕ, В.Лукиянова малашне те пултарулăхра ÿсĕмсем тума сунчĕ. РОО аслă методисчĕ Т.Долгова художник ĕçĕсенче тăван тавралăха юратни витĕрех курăннине палăртрĕ.
В.Лукиянов шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн таланчĕпе уйрăлса тăнă иккен. Çакна унăн пĕрремĕш учителĕ Т.Ефремова тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Г.Никифорова çирĕплетрĕç, Викентийĕн шкулта вĕреннĕ чухнехи лăпкăлăхĕпе сăпайлăхĕ халĕ те сыхланса юлнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕç.
Юлашкинчен паллă художник пурне те ырă сăмахсемшĕн тав турĕ, хăйĕн ÿкерчĕкĕсем çинчен кĕскен каласа пачĕ, тăван яла сăнланă пĕр картинине асăнмалăх шкула парнелерĕ.
Источник: "Каçал Ен"