07 декабря 2011 г.
Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа чÿкĕн 26-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Çак сумлă юбилей ячĕпе районти шкулсенче мухтавлă сăвăçăмăра халалласа мероприятисем иртрĕç. Тунă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе вара Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен 8-мĕш фестивалĕнче паллашма май пулчĕ. Чăннипех те çак кун «пултарулăх лаççинче» ĕç вĕрерĕ. Чаплă поэтăмăр сăввисене шкул ачисем пĕрин хыççăн тепри илемлĕн янраттарчĕç, чăваш ташши-юрри чуна тыткăнламалла юхрĕ те юхрĕ... Килнĕ хăнасене 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Катя Тарасова гитара каласа юрăсем парнелерĕ. Хирти Явăш тĕп шкулĕн хитре тумлă акăш евĕр хĕрсен ушкăнĕ хăйсем çине куç илмесĕр пăхтарчĕ: кашни хусканăвĕ, куçăмĕ, утăмĕ — пурте вырăнлă.
Наташа Мукшина (9-мĕш класс) Ухсай çинчен хатĕрленĕ презентаци пурне те килĕшрĕ. Хырайĕнелсем пĕтĕм пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса хăнасем умĕнче тапăртатса çеç тăчĕç тесен те йăнăш мар.
Кану саманчĕ хыççăн районти 20 учитель уçă уроксенче пулса ĕçтешĕсен паха опычĕпе паллашрĕ. Çавна май Н.В.Кузьмина 5-мĕш класс ачисемпе Ф.Осиповăн «Хавруç» калавĕ тăрăх хатĕрленĕ вăйă урока учительсем пысăк хак пачĕç. Надежда Валерьяновна хăйĕн тăван шкулĕнче 1987 çултанпах тăрăшать. Паллах, унран вĕренмелли, пĕлмелли самаях.
Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнчи Наталья Витальевна Филиппова та пултарулăхĕпе палăрчĕ. Урăх шкул ачисем тесе ютшăнса тăмарĕ, улттăмĕшсемпе пĕр чĕлхе тупса питĕ ăнăçлă ĕçлерĕ. В.Давыдов-Анатрин «Кĕтмен инкек» хайлавĕ тăрăх вĕренекенсем унăн тĕп шухăшĕ патне килсе тухрĕç — пурнăçра ĕçе тĕплĕн те юратса, пĕлсе тумалла. «Чи кăтартуллă урок» номинацире Н.В.Кузьминапа Н.В.Филиппова дипломсене тивĕçрĕç.
Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шку-лĕнче çамрăк ăрăва пĕлÿ паракан Валентина Сергеевна Ефимова Ухсай Яккăвĕ çинчен шырав-тĕпчев мелĕпе ĕçлесе, пысăк доклад хатĕрленĕ. Сăвăç пурнăçĕнче ăнсăртлăх, тĕлĕн-термĕш сахалах пулман иккен. Çавăн пекех С.А.Жукова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Л.И.Никифорова (Хирти Явăш), Л.Н.Яковлева (Хирти Мăнтăр) тата ытти педагогсем те фестиваль ĕçне хастар хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Валентина Геннадьевна Петрова комисси членĕсемпе пĕтĕмлетÿсем туса тивĕçлисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ, малашне те пысăк хастарлăх сунчĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене В.Г.Петрова кирлĕ вăхăтра яланах сĕнÿсемпе, канашсемпе пулăшать. Ахальтен мар пуль учительсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк.
Пултарулăх лаççинче вучĕ яланах çунса тăтăр, çимĕçĕ тутлă та усăллă пиçтĕр. Çамрăк ăруран Ухсай пек сăвăçсем шăратса ÿстерме вăй-хал, чăтăмлăх çитермелле пирĕн.
Источник: "Каçал Ен"