03 декабря 2011 г.
Пурнăçра тĕрлĕ çынпа паллашма, курнăçма, калаçма тÿр килет. Кашнийĕн хăйĕн шăпи. Кирек камра та лайăххине, çынра çуккине курма, сăнама пулать. Чапа кăлараканни вара ĕç, сăпайлăх, ыр кăмăллăх.
Луцки ялĕнче пурăнакан Валентина Зайцевăна пĕлмен çын та çук таврара. Тивĕçлĕ канăва тухни вунă çул иртнĕ пулин те, «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи ăна юлашки çулсенче, çурхи-кĕрхи хĕрÿ вăхăтсенче, весовщик тивĕçĕсене шанса парать.
В.Зайцева Хирти Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕпе ашшĕ, Елизавета Михайловнăпа Виктор Григорьевич Кирилловсем, ĕмĕрĕпе колхозра тар юхтарнă, çичĕ ачине те çавнах хăнăхтарнă. Валентина çемьере чи асли пулнăскер, ĕç пурнăç тыткăчи пулнине ачаранах чухласа ÿснĕ.
«Пирĕн вăхăтрисен никамăн та шăпи çăмăл пулман: пурте ĕçленĕ, ĕçлекен кăна тутă пулнине пĕлнĕ эпир. Шкула кайичченех аннесемпе тан ĕçленĕ. Халĕ те асăмрах витре йăтса хир тăрăх им-çам сапни. Галя Иванова тус-тантăшпа çăпата сырса вăрман касма кайни те куç умĕнче»,— аса илчĕ ачалăхне кинемей. Тăватă класс пĕтерсенех ыттисемпе пĕрле вырмана çÿренĕ, кĕлте çыхнă, кĕреплепе утă-улăм туранă тата ытти ĕçсене те тунă вăл.
«Математика предметне кăмăллаттăм. Хăш-пĕр формулăсене мăнуксем уроксем тунă вăхăтра тетрачĕсем çине пăхсанах аса илетĕп»,— тет Валентина Викторовна.
Шкултан вĕренсе тухсан Ульяновск облаçĕнче пĕр çулталăк фермăра тăрăшнă вăл. Унтан тăван ене таврăнсан ялти сысна ферминче ĕçленĕ.
1967 çулта Валентина Викторовна Хырай Ĕнел каччипе, Петр Иванович Зайцевпа пĕрлешсе пĕр çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Комсомольскинчи çăкăр пĕçерекен заводра слесарьте ĕçленĕ май, Валя аппа та унта тăрăшма пикеннĕ. «Тăватă бригада виçĕ сменăпа ĕçленĕ ун чухне. Район халăхне çăкăрпа вăхăтра тивĕçтерме тăрăшнă»,— аса илчĕ вăл.
Мăшăрăн малтан хĕр ача çуралнă. Кăкăр ачи 4 уйăх тултарсанах хĕрарăм ĕçе пикеннĕ. «Вăхăчĕ çапла пулнă. Никам та вăл вăхăтра темиçе çул ача пăхса ларайман. Пепкесене ватăсем патне хăварнă та ĕçлеме васканă. Пирĕнпе пĕрле пирĕн ачасем те нуша курнă»,— терĕ ватă.
Каярахпа Зайцевсем Луцкине куçса килсе çурт лартнă. Валя аппа чылай çул дояркăра, кладовщикра, склад заведующи-йĕнче ĕçленĕ, чыс-хисепе тивĕçнĕ. Хăйне шанса панă ĕçе яланах çÿлти шайра пурнăçлама тăрăшнă. Вăл ĕçчен çын пулнине çемье архивĕнче упранакан Хисеп грамотисем çирĕп- летеççĕ. Юбилей медалĕсем те чылай Валентина Викторовнăн.
Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă вăл. Шаннă ăна халăх. Ахальтен мар ĕнтĕ ял-йыш В.Зайцевăна 1990 çулта ял Совечĕн депутатне суйланă.
Инкек куçа курăнса килмест тесе ваттисем ахальтен каламан. Чăнах та çапла иккенни куç кĕрет. Валя аппа çемйинче те çавăн пек сарăмсăр хуйхă пулать — ывăлĕ, 24 çул тултарнăскер, автоаваринче куçне ĕмĕрлĕхех хупать.
Кукамăшĕ патне мăнукĕсем тăтăшах килсе тăраççĕ. Савăнать В.Зайцева Анжелăпа, Аньăпа. «Вĕсемшĕн пурăнатăп. Мăнуксен ачисене те курасчĕ-ха»,— тет вăл ăшшăн.
Паянхи кун Валентина Викторовна пысăк та хăтлă çуртра пĕчченех пурăнать. Кермен пек çурта сенкер çулăм ăшăтать. Пÿлĕмсенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать.
Хаçат-журналпа та туслă кил хуçи хĕрарăмĕ. Телевизорпа сериалсене пăхман кун иртмест. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать пулсан та пур ĕçе те ĕлкĕрет вăл.
«Нумаях пулмасть ĕне пăруларĕ. Татах ĕç хутшăнчĕ. Уншăн пĕрре те кулянмастăп. Ĕç малалла пурăнма вăй-хăват парать»,— терĕ ăшшăн ĕç ветеранĕ.
Нумаях пулмасть Валентина Зайцева чаплă юбилейне паллă тунă. Ăна çак ятпа мăнукĕсем, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, тус-тăванĕсем кĕрекене ларса саламланă. «Слава» ЯХПК ертÿçи те Хисеп грамоти парса хавхалантарнă, ырлăх-сывлăх, тулли телей суннă.
Тивĕçлĕ, сумлă, ырă ятпа утать Валентина Викторовна пурнăç çулĕпе.
Источник: "Каçал Ен"