03 декабря 2011 г.
Хăй суйласа илнĕ профессире, хăй кăмăллакан ĕçре çеç çын чун канăçне тупать. Паллах, пур ĕçе те юратса тумалла, çавăн чухне кăна ăна ăнтарса яма пулать. Çакăн пек телейлĕ çынсенчен пĕри вăл — Николай Иванович Чумаков. 33 çул Асанкасси вăтам шкул директорĕнче вăй хунăскер, паянхи кун çамрăк ăрăва физика предмечĕпе тарăн та çирĕп пĕлÿ парас ĕçре тăрăшать. «Йывăр лава» туртма ертÿçĕ сывлăхĕ те, чăтăмлăхĕ те, çирĕплĕхĕ те — пурте-пурте кирлĕ. Шкул ачисене вĕрентессине йĕркелесе пырассипе пĕрлех хуçалăх ыйтăвĕсем те сахал мар директорăн. Кашни кунах секретарь, завхоз, менеджер пулма тивет унăн. Пур йывăрлăха çĕнтерме, ыйтăва вăхăтра татса пама май тупакан пуçлăха ĕçтешĕсем хисеплемесĕр тăма пултараймаççех.
Н.И.Чумаков тăрăшнипе Асанкассинче 1989 çулта икĕ хутлă кирпĕч шкул çурчĕ хута кайрĕ. Çак ялăн каччисемпе хĕрĕсем аслă Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ, çуралнă тăрăха килсе çÿреççĕ, юратнă учителĕсемпе тăван шкула манмаççĕ, çыхăну тытсах тăраççĕ. Пултаруллă та тăрăшуллă ертÿçĕ витĕмĕпе чылай педагог ÿсĕм çулĕпе малтан мала утрĕ. Ахальтен мар вĕсен йышĕнче çĕр-шывăн тава тивĕçлĕ учителĕсем, халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем. Нина Григорьевна Архипова, сăмахран, РФ тава тивĕçлĕ учителĕ. Унăн хисеплĕ ячĕ асанкассисен сумне самаях çÿле çĕклерĕ. Пуринпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан ертÿçĕпе ĕçлеме коллективра вăй хуракансене чăннипех кăмăллă пулнине кăтартса парать çакă.
Иртнĕ кунсенче Н.Чумаков хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов ăшшăн саламларĕç. Тÿрĕ кăмăлпа вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшнăшăн ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чыслани ытти çулсенче илнĕ хисеплĕ ятсемпе мухтав хучĕсен йышĕнче чăннипех те сумлă вырăнта. Шкул ачисемпе ĕçтешĕсем çуралнă кунпа саламлани, ырлăх-сывлăх сунни, хаклани, хисеплени — пуринчен те хакли.
Источник: "Каçал Ен"