03 декабря 2011 г.
Пирĕн тăрăхра ял пурнăçне чунтан килĕштерекен, çĕр ĕçне ăнланакан, хăйсен профессине чăннипех парăнса вăй хуракан çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Владимир Кузьмин. Вăл «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать. Хĕлле фермăра скотникре ĕçлет, çуркунне çитсен техника çине куçса ларать. Гусеницăллă ДТ-75 тракторпа суха тăвать, ял хуçалăх культурисене акма-лартма çĕр хатĕрлет. Тĕш тырă пучахĕсем пиçсе çитсен, вырма пуçлансан комбайн штурвалне тытать. Чăннипех те ĕçчен çын Владимир Яковлевич, тăван хуçалăхри ĕç стажĕ ун 35 çула яхăн. Нумай çул ĕçлесе пухăннă пуян опытне çамрăксене парать, вĕсене тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшать. Ноябрьтен пуçласа Владимир Яковлевич ял халăхĕнчен сĕт пуçтарать.
Ĕçчен ар çынна кооперативра питĕ хисеплеççĕ, çавăнпах ăна Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне парса чысларĕç.
Кил хуçи мĕнле, хуçалăхĕ те çапла теççĕ. Кузьминсем тирпейлĕхĕпе, йĕркелĕхĕпе палăрса тăраççĕ, çирĕп хуçалăх тытаççĕ, ял çинче хисеплĕ çынсем. Мăшăрĕпе, Зоя Геннадьевнăпа, 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Арăмĕ, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та, хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнмасть.
Источник: "Каçал Ен"