АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас пенси çинчен халех шутласчĕ

03 декабря 2011 г.

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси софинансировани программи ĕçлеме пуçланă. Унпа килĕшÿллĕн патшалăх граждансен пенсин пуçтарăнакан пайĕ çумне хушма укçа тÿлет. Çак программа мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине тишкерме нумаях пулмасть Пенси фончĕн районти управленийĕнче селекторлă пресс-конференци иртрĕ. Унта районсемпе хуласенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тата Пенси фончĕн управленийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятие РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В.Николаев уçрĕ. Унтан районсемпе хуласенче программа мĕнле пурнăçланса пынине тишкерчĕç. Çĕнĕ Шупашкар хулинчи тата Куславкка районĕнчи управленисен представителĕсем вырăнти ĕç-пуçпа паллаштарчĕç. Малалла В.Николаев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, патшалăх софинансированине илес тесен мĕн-мĕн тумаллине палăртрĕ.

Юлашкинчен «Пулас пенсин пуçтарăнакан пайне шутласа кăлар» ятпа тренинг иртрĕ. Çакна тума пенси фончĕн управленийĕсенче ятарлă электронлă программа пур. Вăл çыннăн патшалăх софинансированине хутшăнсан тата хутшăнмасан мĕнле пенси пуласса танлаштарма май парать. Çак программăпа паллаштарса çынсене софинансированин ырă енĕсене кăтартма Пенси фончĕн районти управленийĕн представите-лĕсем шкулсене, тĕрлĕ организацисене тухса çÿреççĕ.

Софинансировани программине 14 çулхи çамрăксенчен пуçласа хутшăнма пултараççĕ. Çулталăкне 2 пин тенкĕрен 12 пин тенкĕ таран хушма укçа-тенкĕ пенси фондне куçарса тăрсан патшалăх 10 çул хушши пенсин пуçтарăнакан пайне хушма тÿлевсем туса тăрĕ. Паянхи куна асăннă программăна районĕпе 626 çын хутшăннă. 16 организаци сотрудникĕсен заявленийĕсемпе килĕшÿллĕн пенси фондне хушма укçа-тенкĕ тÿлесе тăрать. Кăçалхи пĕтĕмĕшле хушма тÿлевсем — 550 пин тенке яхăн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика