АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Каçал ен» - манăн юратнă хаçат

03 декабря 2011 г.

Эпĕ чылай çул тивĕçлĕ канура. Çитес çул 90 çул тултаратăп пулин те, хаçат-журнал вулама шутсăр кăмăллатăп. Паянхи кун виçĕ тĕрлĕ хаçат çырăнса илетĕп, вĕсенчен чи юратни, килессе чăтăмсăррăн кĕтекенни — «Каçал ен».

Çак хаçата пĕрремĕш сас паллинчен пуçласа юлашки сас палличченех тимлĕн вулатăп.

Пире, тивĕçлĕ канурисене, район хыпарĕсене пĕлме хаçат питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Хирти ĕçсем мĕнле пынине, ĕçлĕ тĕл пулусем иртнине, вĕсем мĕн çинчен пулнине тата ытти çинчен вуласа пĕлетпĕр.

Çавăн пекех «Каçал енри» литература страници килĕшет. Уйрăмах Н.Медведева сăввисем кăмăла каяççĕ, шухăша яраççĕ. Хăшĕсене савăнса, теприсене чĕререн хурланса вулатăп.

Юлашкинчен район çыннисене çакăн пек чĕнсе калас килет: вулăр район хаçатне, çĕнĕ хыпарсене пĕлмесĕр ан юлăр!

Çырăнăр ăна, самана таппипе тан ĕлкĕрсе пырăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика