АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесене саламларĕç

30 ноября 2011 г.

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх пирĕн çĕр-шывра Аннесен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун тĕрлĕрен мероприятисем ирттересси те йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Сăмахран, Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем Аннесен кунĕ тĕлне илемлĕ стена хаçачĕсем калăпласа кăларчĕç. Вĕсенчен кашниех хăйне евĕрлĕхĕпе, тарăн шухăшĕпе палăрса тăрать. Эрне кун вара Хырхĕрри культура çуртĕнче уяв концерчĕ пулчĕ. Сцена çине чăн малтанах шкул ачисем тухрĕç. Вĕсем хаклă аннемĕрсене халалланă сăвăсемпе юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç. Уяв программине ялти художествăлла пултарулăх ушкăнĕнчи юрă ăстисем тăсрĕç. Д.Федоров яш каччă илемлĕ юрăсене пĕрин хыççăн теприне чуна пырса тивмелле янратрĕ. Çак вăхăтра урамра лапка-лапка юр çуни те уяв ăшшине пачах сивĕтеймерĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика