30 ноября 2011 г.
Чĕчкен ял администрацийĕн, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисем пуçарнипе, культработниксем тăрăшнипе ялти культура çуртĕнче çулленех Аннесен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ вырсарни кун аннесемпе кукамай-асаннесем чылайăн пухăнчĕç.
Акă, Мария Лукиянова, Раиса Лещева, Александра Шикарева 6—7 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Галина Шуряшкина, Валентина Волкова, Валентина Тумаланова, Клавдия Варламова, Валентина Соловьева, Вера Ефремова, Лидия Лукиянова мăшăрĕсемпе пилĕкшер ача çуратса ÿстернĕ. Галина Ефремова, Галина Макарова, Александра Крылова, Галина Чернова, Анна Лукиянова, Ираида Кудрина пирки те ялта ырă сăмах çÿрет. Пултаруллă та маттур, ырă кăмăллă хĕрарăмсем вĕсем. Валентина Акчурина чылай çул ачасене шкулта тивĕçнĕ пĕлÿ тата воспитани панă. Вăл паянхи кун та çамрăксене ырă канашсем сĕнет. Клавдия Шипатова медработник кашни çынна тенĕ пекех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панă. Астăватăп-ха, чипер те йăрă пÿллĕ Улатăр хĕрĕ чăвашла пĕр сăмах та пĕлместчĕ. Халĕ вара вăл тутарла та, чăвашла та питĕ аван калаçать, çамрăксене нумай ыррине вĕрентет.
Аслă Чурачăкпа Чĕчкен ялĕсенче нумайăн вĕсем, ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ хĕрарăмсем, колхоз экономикине тĕреклетме пулăшнисем. Паянхи кун нумайăшĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те пирĕн ырă кăмăллă аннесемпе асаннесем, кукамайсем пĕрре те ахаль лармаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем валли алса, чăлха çыхаççĕ, кил-çуртра ĕçлеççĕ, ялта ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Сăмахран, Клавдия Шипатова, Валентина Зубова, Галина Шикарева халĕ те ял çыннисене хăйсен çепĕç те янăравлă сассисемпе юрăсем юрласа савăнтараççĕ.
Уява ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов уçрĕ, пурне те сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунчĕ. «Труд» ЯХПК председателĕ Василий Николаев пухăннисене ырлăх-сывлăх, нумай çул пурăнма сунчĕ.
Уяв каçне Татьяна Макарова музыкант ертсе пычĕ. Еленăпа Сергей Просвирновсем, Елена Шуряшкина, Ольга Николаева, Екатерина Еремеева, Катя Шуряшкина юрăçсем уява килнисене çепĕç юрăсем юрласа савăнтарчĕç.
Адиле Юнусова, Зиле Зейдуллина, Фиягель Камальдинова, Ильназ Гафурова, Гельназ Салеева, Раиле Алимова вĕренекенсем аннесен ячĕпе тутарла юрланă юрăсене те пурте ăшшăн йышăнчĕç.
Çавра сĕтел хушшинче чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç, хăналанчĕç хĕрарăмсем. Юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç, ертÿçĕсене хăйсене сума сунăшăн тав турĕç.
Источник: "Каçал Ен"