30 ноября 2011 г.
Пирĕн служба ĕçченĕсем «Хĕç-пăшал çинчен» федераллă саккуна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Тăтăшах рейдсенче, операци тапхăрĕсенче хĕç-пăшал тытакан çынсем патне çитсе вĕсене упрамалли условисене тĕрĕслетпĕр. Паянхи кун район территорийĕнче 714 единица хĕç-пăшал пур, вĕсенчен 620-шĕ — уйрăм çынсен.
Асăрхаттаруллă тата профилактикăллă мероприятисем тăтăшах ирттернипе кăçал хĕç-пăшала çухатнă, ăна вăрланă тĕслĕх пулман.
Январь — октябрь уйăхĕсенче уголовлă тата административлă майпа явап тытнă 19 çынран лицензипе ирĕк панă хутсене туртса илтĕмĕр. Полицин участок инспекторĕсемпе пĕрле хĕç-пăшала епле упранипе 563 тĕрĕслев ирттертĕмĕр, административлă 36 протокол çыртăмăр.
Килте хĕç-пăшал тытакансем е вĕсене туянас кăмăллисем канмалли кунсемсĕр пуçне 9 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ыйтусемпе пирĕн уйрăма килме пултараççĕ.
Граждансене хĕç-пăшала куç шăрçи пек упрама ыйтатпăр. Ас тăвăр! Авăрламан пăшал та çулталăкра пĕрре перет, теççĕ.
Источник: "Каçал Ен"