26 ноября 2011 г.
Кашни çулах январĕн 1-мĕш вунăкунлăхĕнче пушарсен талăкри вăтам кăтартăвĕ 2 хут, вĕсенче çын вилни 3 хут ÿсет. Çак тапхăрта Раççейре вăтамран талăкра 730 пушар, 900 ытла çын вилнĕ тĕслĕхе регистрацилеççĕ. 2011 çулхи пĕрремĕш вунă кун хушшинче 5521 хут «хĕрлĕ автан» алхаснă, 660 çын пушарта пурнăçран уйрăлнă.
Атăлçи федераллă округăн субъекчĕсен территорийĕнче асăннă тапхăрта 1013 пушар тухнă, 170 çын вилнĕ, 85 çын суранланнă.
Çынсем массăллă çÿрекен вырăнсенче тата нумай хутлă пурăнмалли çуртсенче тухнă пушарсем уйрăмах хăрушă.
2011 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне Комсомольски районĕнче 23 хут вут-çулăм алхаснă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 4 нумайрах. Çак уйăхра 2 хуçалăхра вут хыпса илнĕ. Ноябрĕн 11-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçал ялĕнче, 23-мĕшĕнче — Элпуçĕнче. Сăлтавĕ — юсавсăр электропровод тата электрооборудовани. Вут-кăвар вăйă мар, пурне те тимлĕрех пулма ыйтатпăр.
Источник: "Каçал Ен"