АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ача çемьере ÿстĕр

26 ноября 2011 г.

Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче тăван ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене усрава илнĕ çемьесене пысăк мероприятие пуçтарчĕç. Ăна Раççейри Аннесен кунне халалларĕç.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков уçрĕ.

«Çемьере ача пурнăçа хăнăхать, ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илет. Эсир вара тăлăх ачасене усрава илсе пысăк ĕç тăватăр. Сирĕн умăрта пуç таятпăр»,— терĕ Геннадий Федорович, çывхарса килекен Аннесен кунĕ ячĕ-пе саламласа. Ун хыççăн тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем сцена çине тухса сăмах каларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Уяв ячĕпе район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕ Ирина Долгова тата районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына ăшă сăмахсем каларĕç.

Район администрацийĕн ĕçченĕсем Татьяна Галзановăпа Зульфия Низамова «Телейлĕ çемье» конкурс йĕркелерĕç. Хутшăннисене хаклă парнесемпе чысларĕç.

Районти ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсемсĕр пĕр мероприяти те иртмест тесен тĕрĕс пулĕ. Хальхинче те «Островок» ушкăнăн (ертÿçи Татьяна Иванова) ташăçисем тата Ираида Спиридонова ертсе пыракан хĕр ачасен хорĕ илемлĕ номерсемпе залри çынсене савăк кăмăл парнелерĕç.

Юлашкинчен уява хутшăннисене пылак апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Килсене саланас умĕн Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакан Александра Лукинапа курса калаçрăм. Вăл мăшăрĕпе пĕрле икĕ тĕпренчĕке — Валерияпа Ксюшăна — 2008 çулта усрава илнĕ. Александра Васильевнăн икĕ ачи, вун пиллĕкри Русланпа вуннăри Сильвия, пĕчĕкскерсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме пулăшаççĕ. «Ача кĕçĕн çулсенче ăшне илни ĕмĕр тăршшĕпе сыхланать. Çын пĕчĕкрен юрату, ăнлану тата пулăшу витĕмĕпе киленсе ÿссен, пурнăçра çакнашкал этем çураçуллă, вăйлă характерлă пулса çитĕнет»,— терĕ Александра Васильевна, мана пĕчĕккисемпе паллаштарса.

Ачашăн тулли çемьерен хакли ним те çук. Çемьери ăшша тата хÿтлĕхе нимле укçапа та илеймĕн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика