26 ноября 2011 г.
Ачасăр пурнăç калчасăр уй-хир, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Ачасем — ăрăва тăсакансем, ашшĕ-амăшĕ пуçланине малалла тăвакансем, пурнăçа пĕтме паман этемлĕх калчисем. Авалах ачасенче ватлăхри тĕреке, пуласлăхри шанчăка курнă. Вилсен те ырă ят юлтăр тесе нумай ача çуратнă, вĕсенчен çĕр-шыва юрăхлă çын тума тăрăшнă, маттур ача-пăча ÿстерсе ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра çемье институчĕ хавшаса пырать, ача çуратасси çине те урăхла пăхаççĕ. 60—70 çул каялла кашни çемьерех 5—6 тĕпренчĕк пулнă пулсан, халĕ 1 е 2 ачапах çырлахаççĕ. Çакна хальхи вăхăтра ача ÿстерме пидемографиллĕ лару-тăру лайăхланасса шанас килет. тĕ нумай укçа-тенкĕ кирлипе сăлтавлаççĕ. Паллах, ÿстерсе çын тăвасси çăмăл ĕç мар, çапах йывăрлăхсенчен хăраман çемьесем паянхи кун та пур-ха. Акă, сăмахран, районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче нумай ачаллă 336 çемье учетра тăрать. Вĕсен шутне 18 çула çитмен 3 е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем кĕреççĕ. Чи нумай ывăл-хĕрлĕ аннесем — Тукайри Л.Сергеевăпа Аслă Çĕрпÿелĕнчи Л.Макосеева. Вĕсен çемйисенче 6-шар тĕпренчĕк.
Нумай ачаллă çемьесене Чăваш Республикин 48 "-лĕ «Чăваш Республикинчи ачасене социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать. Уйăхсерен ача укçи çумне коммуналлă тÿлевсем, транспорт тăкакĕсем тата ытти те валли хушса тÿлеççĕ. Çакăн йышши çемьесене çĕр участокĕ уйăрса параççĕ. Ăна вĕсем пÿрт-çурт лартма е хушма хуçалăха аталантарма усă курма пултараççĕ. Ку ĕçе пирĕн районта хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал кăна нумай ачаллă 36 çемье çĕр участокĕллĕ пулчĕ. Унсăр пуçне вĕсене хваттер е çурт уйăрса парасси те аталанать. Акă кăçал Дубовкăри Чаркина çемйи валли 96 тăваткал метр çĕр çинче çурт лартма пуçланă. Унта «Комсомольский РСУ» АХО ĕçченĕсем вăй хураççĕ.
Çавăн пекех ачасене кану лагерĕсене те тÿлевсĕр яраççĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă кăçал 27 ача путевка илчĕ, унсăр пуçне РОО урлă та ачасем сывлăхĕсене çирĕплетме лагерьсене кайма пултарчĕç.
2012 çулта виççĕмĕш е ытларах ача çуратакансене (е усрава илекенсене) федераллă бюджетран паракан амăшĕн капиталĕсĕр пуçне 100 пин тенкĕпе танлашакан хушма пулăшу парĕç. Сăмах май, усрава илекенсем те пирĕн районта чылай. Тĕслĕхрен, Комсомольскинчи Григорьевсен 3 усрав ача çемье ăшшине туйса ÿсет.
Ача-пăчасăр çурт пушă. Патшалăх пулăшса пынине кура нумай ачаллă çемьесем йышланасса, çĕр-шыври демографиллĕ лару-тăру лайăхланасса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"