26 ноября 2011 г.
Ачана çуратнипе çеç мар, ăна ÿстерсе ура çине тăратмалла, унран çын тумалла. Канăçсăр каçсем, чăлăм куç хупмасăр чирлĕ ача çумĕнче ларнисем, тĕпренчĕке мĕн кирлипе тивĕçтерес тесе кунĕ-кунĕпе тар юхтарнисем... Ача пĕрремĕш хут йăл кулсан, пуçласа «анне» сăмаха илтсен вара хĕрарăм чĕри савăнăçпа тулать. Сăмахăм паян Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Валентина Петровна Тимофеева çинчен. Вăл хăйĕн 4 ачине çитĕнтернипе кăна мар, аппăшĕн ывăлне те ура çине тăратма хал çитернĕ.
Валя йышлă çемьере ÿснĕ, 8 пĕр тăванран вăл пиллĕкмĕш ача пулнă. Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă амăшĕ вĕсене пĕччен ÿстернĕ. Çавăнпа та пурнăç нушине ачаллах ас тивнĕ Валентина Петровна. Пысăк çемьере ÿснĕскер хальхи çамрăксене ăнланмасть вăл.
— Тăван тăвалла туртать, теççĕ. Мĕн чухлĕ тăван-пĕтен йышлăрах, çавăн чухлĕ пурăнма çăмăлрах. Хамăн ачамсене те нумайрах çуратăр тетĕп. Пăхма йывăр пулсан та кайран ку ырăпа таврăнать,— тет Валя аппа.
Ашшĕсĕр ача — çурма тăлăх, амăшĕсĕр ача — хăр тăлăх теççĕ. Çын каланипе кăна мар пĕлет çакна В.Тимофеева. Çавăнпа та аппăшĕн ывăлĕ тăлăх тăрса юлсан пĕр иккĕленсе тăмасăрах ăна хăйĕн çемйине илет, анне ăшшине парнелеме тăрăшать.
— Ача хамăн та çителĕклĕ тесе тăман. Тăван юна епле-ха патшалăха парăн? — пĕлтерет нумай ачаллă хĕр арăм.
Пайламан вăл тĕпренчĕкĕсене, пурне те тан пăхнă, пĕр пек тимлĕх уйăрнă, пĕрне мĕн те пулин илсе парсан ыттисене те кÿрентермен.
Савнă мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕни самаях йывăрлатнă Валя аппан пурнăçне. 5 ачана ура çине тăратма нумай тар тăкма тивнĕ тин 40-рен иртнĕ хĕр арăмăн. Укçа кирлĕ пулнипе пысăк лаптăкра кишĕр, севок ÿстерсе сутнă, выльăх-чĕрлĕх — хăш чух 20 сысна таранах — усранă. Колхозран гектар çурăшар пай илнĕ кашни çул, ĕç хыççăн унта васканă.
Йывăр саманара ачасем валли тум-тир лавккаран илмен, килте çĕленĕ, çыхнă. «Ялан çыхнă юбка-кофтăпа, шапкăпа, чăлха-алсишпе çÿретчĕç ман вĕсем. Шкулта учительсем те тĕлĕнетчĕç»,— аса илет Валентина Петровна. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене валли çыхнипе çеç мар, кÿршĕ-аршă, тăванĕсен ачисем валли те çыхса ĕлкĕрнĕ вăл. Çĕрлесерен 3—4 сехет çеç çывăрма май килнĕ пулсан та ÿпкелешмен çирĕп чунлă хĕр арăм. Тăванĕсем пăрахман ăна, май килнĕ таран пулăшсах тăнă. Мăшăрĕ те йышлă çемьерен пулнă пирки тăванĕсем нумай пулнă ялта, ĕçпе те, сĕнÿ-канашпа та пулăшу пама яланах хатĕр тăнă вĕсем.
Ÿсерехпе ачисем ĕç çумне çыпăçнă, ăмăртмалла вăл е ку ĕçе пурнăçланă. Амăшĕ Комсомольскинче вăй хунă пирки ир-ирех тухса кайса каçпа çеç таврăннă. Кил-тĕрĕшри ĕçсене ачасем май килнĕ таран хăйсемех тума, ывăнса килекен амăшне кантарма тăрăшнă.
Халĕ Валентина Петровнăн ачисем çитĕннĕ ĕнтĕ, пурте çемьеленнĕ, хăйсене килĕшекен профессисене суйласа илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. 8 мăнук ÿсет унăн, вĕсене пăхма Валя аппа час-часах Шупашкара 1—2 эрнелĕхе кая-кая килет. Ялта пĕччен пурăннă май шутсăр тунсăхлать вăл ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн, вĕсем килессе куç пек кĕтет. Мăнукĕсем Валентина Петровнăна питĕ юратаççĕ, унран хăпма пĕлмеççĕ. Пÿрт-çурт ачасен савăнăçлă куллипе, пĕчĕк урасем тăпăр-тăпăр чупнипе тулса ларсан Валя аппаран телейлĕ çын çук та пулĕ. «Вĕсене курсан чун савăнать, пÿрт çуталсах каять»,— тет вăл йăл кулса.
Источник: "Каçал Ен"