26 ноября 2011 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çитес çул акмалли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тĕрĕслесе пĕтернĕ (ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне).
Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çакă паллă: паянхи куна акма юрăхлă вăрлăх 22 процентпа танлашать. Çум курăк вăррисемпе таса марри 76 процент (21546 центнер), нÿрленни — 12 процент, сăвăс ернисем — 4 процент. Тĕрĕсленĕ вăрлăхсен шăтаслăхĕ аван пулнине палăртмалла.
Кăçал çанталăк йĕпе тăнă пирки пахча çимĕçпе çĕр улмине вăхăтра пуçтарса кĕртеймерĕмĕр. Çавна пула вăрлăх тасатас ĕç кая юлчĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ, çавăнпа та шартлама сивĕсем пуçланиччен вăрлăха тасатас ĕçе хăвăртлатмалла. Паянхи кун «Урожай» колхозра, «Асаново» ЯХПКра çак ĕç кал-кал пырать.
Районти хуçалăхсенчи кивелнĕ вăрлăхсен шучĕ 35 процента яхăн (9564 центнер), элита — 6 процент, 1—4-мĕш репродукцилли — 61 процент.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 556 номерлĕ Постановленийĕнче ял хуçалăх продукцине туса илекенсене 2011—2013 çулсенче ÿсен-тăран культурисене тулăх çитĕнтерме пулăшакан химилле япаласем туянма субсиди парасси çинчен каланă. Унпа килĕшÿллĕн субсиди панă чухне вăрлăх пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрнă. Малашне хуçалăхăн субсиди илес тесен элита вăрлăхĕ — 20, 1—4-мĕш репродукцилли 65 процент пулмалла.
Сортлă вăрлăхсене Чăваш ял хуçалăх тĕпчев институтĕнче (ЧНИИСХ) туянма пулать. Туяннă вăрлăхсене çийĕнчех «Россельхозцентр» филиалĕн Комсомольски районĕн уйрăмĕнче тĕрĕслеттермелле.
Асăрхаттаратпăр: тĕрĕслеттермен тата шута илмен вăрлăхсене аксан субсиди илнĕ чухне йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ.
Районти хуçалăхсенче путвалсене пурĕ 9336 тонна çĕр улми вăрлăхĕ хунă. Чылай хуçалăхра вăрлăх пахалăхĕ япăхрах. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çакă палăрчĕ: çĕр улми вăрлăхĕ йĕпе, фитофтора, нематода тата ытти чирпе чирлĕ. Çавăн пекех шăши те кăшланă, касăлнă, шултра çĕр улми те пур.
Шăшисене пĕтерме эпир икĕ тĕрлĕ препарат туса хатĕрлетпĕр. Тĕплĕнрех 5-14-86 номерлĕ телефона шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
«Урожай» колхозра, «Родина» К(Ф)Х ТМЯОре, «Рассвет», «Дружба» ЯХПКсенче, Минатуллин тата Хайртдинов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çĕр улми вăрлăхĕ аван упраннине палăртмалла.
Çитес çула хуçалăхсенче 10 тĕрлĕ çĕр улми сортне вăрлăха хунă. Ытларах «Удача» (15 процент), «Невский» (14,5 процент), «Импала» (13,8 процент) сорчĕсем. Вĕсенчен элита вăрлăхĕ 18 процент, 1—3 репродукцилли — 56 процент, сортсăр вăрлăх — 26 процент.
Источник: "Каçал Ен"