26 ноября 2011 г.
2011 — 2012 çулсенче сывлăх сыхлавĕн системине модернизацилес программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри медицина отрасльне çĕнетме 4,5 млрд тенкĕ уйăрĕç. 983,5 млн тенкĕ республикăна килнĕ те ĕнтĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче çĕнетÿ ĕçĕсем пуçланнă. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн мĕнле мероприятисем иртни тата Комсомольски районĕн сывлăх сыхлавĕн системине епле улшăнусем кĕтни çинчен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин руководителĕ Венера Муллина калаçрĕ.
— Венера Петровна, 4,5 млрд тенке мĕн çине ярĕç?
— Тĕп тĕллев — медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси, çавăнпа та пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси — малти вырăнта. Суммăн çуррине яхăн капиталлă тата вак-тĕвек юсав тума, çĕнĕ сиплев тата диагностика хатĕр-хĕтĕрне туянма кайĕ. Кăçал 19 медицина учрежденийĕнче капиталлă юсав ирттерме палăртнă. Хăш-пĕрисенче ĕçсем пĕтнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех çак укçа çĕнĕ информаци системисем тата медицина пулăшăвĕн пĕрлĕхлĕ стандарчĕсем кÿртес çĕре кайĕ.
— Стандартсене кĕртни мĕнле пĕлтерĕшлĕ; Пациента вĕсем усă кÿреççĕ-и?
— Ку пациентсемшĕн те, медицина ĕçченĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ программа пайĕ. Пĕрремĕшĕнчен, стандартсене çĕнĕ диагностика, сиплев технологийĕсене кĕртнĕ. Çакă медикаментсем çине каякан тăкаксене ÿстерме май парать. Иккĕмĕшĕнчен, стандартсем кĕртнипе медицина ĕçченĕсен шалăвĕ ÿсĕ. Пирĕн учрежденисенче 13 пин ытла вăтам медицина работникĕ тата 5 пин врач вăй хурать. Медицина пулăшăвне хушма финансировани пани 2012 çул вĕçне 2010 çулхипе танлаштарсан врачсен ĕç укçине 31 процент (20 пин тенкĕ таран), вăтам медицина работникĕсенне — 26,4 процент (12 пин таран) ÿстерме май парать.
— Çакă отрасльти кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшĕ-и?
— «Сывлăх» нацпроектăн мероприятийĕсем лару-тăрăва чылай лайăхлатрĕç пулсан та, кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Кăçал специалистсене хатĕрлес ĕçре эпир мĕнле специальноçсем кирли тата территори дефицичĕ çине тимлĕх уйăртăмăр. Çавăнпа та ЧПУн медицина факультетне, Врачсен пĕлĕвне анлăлатакан института интернатурăна ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ĕçлеме килĕшÿ тунă выпускниксене чи малтанах йышăнтăмăр. Тепĕр çул ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăк специалистсене 1 млн тенкĕ пама йышăнни те район больницисенчи кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшĕ.
— Хула çыннисен врач консультацине илме çăмăлтарах. Ялта пурăнакансен мĕн тумалла-ха?
— Ялсенче медицина ĕçченĕсен дефицичĕ пысăкрах: 19 процента яхăн, çав шутра участок педиатрĕсем тата терапевтсем. Çак лару-тăрăва лайăхлатма çемье врачĕсем медицина пулăшăвне пама пуçлани пулăшĕ. 10 çулта республикăра 595 тĕрлĕ организаци, модельлĕ офис уçнă. Вĕсем республикăри халăхăн 70 процентне пăхса тăраççĕ.
Медицина ĕçченĕсене валли чи лайăх условисем туса панă: пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем çĕнĕ, юсанă çуртсенче вырнаçнă, вĕсен хальхи медицина техники, водительпе автотранспорт пур.
Фельдшерпа акушер пункчĕсем урлă халăха эмелсемпе тивĕçтерессине, профилактика мероприятийĕсем ирттерессине, ватă çынсен сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине йĕркелеме пулать. Эпир медицина пулăшăвне пурте — ялта-и е хулара-и — тивĕçлĕ шайра илме пултарччăр тесе тăрăшатпăр.
— Информатизаци пациентсемпе медиксемшĕн мĕнле пĕлтерĕшлĕ?
— Программăпа килĕшÿллĕн эпир çĕнĕ информаци системисене кĕртме планлатпăр. Вĕсем медицина пулăшăвне учета илме, электронлă медицина карттипе усă курма, телемедицина даннă-йĕсемпе ĕçлеме май туса параççĕ. Кăçал çак çĕнĕлĕх республикăри сиплев тата профилактика 3 учрежденийĕнче пулать, 2012 çулта электронлă медицина карттисемпе 15 районти тата 4 республика клиникинчи пациентсем усă курма тытăнĕç.
Çавăн пекех республикăра информаци технологийĕсене медицинăна кĕртессине нумай çул каяллах тума пуçланине палăртас килет. Эпир статистика системисем, пациентсен регистрĕсем туса хунăччĕ, телемедицина сеансĕсем ирттерме пуçланăччĕ. Шупашкарти хăш-пĕр больницăсенче электронлă регистратура 2009 çулхи декабрьтенех ĕçлет. Чирлисене Интернет, сall-центр тата сиплекен врач урлă черете çыраççĕ. Паянхи кун электронлă регистратура республикăри пур больницăра та пур, ун урлă пациентсен 80—85 проценчĕ черет йышăнать.
«Сывлăхлă Чăваш Ен» медицина порталĕ ăнăçлă ĕçлет. Пур патшалăх тата муниципаллă клиникăсен те хăйсен сайчĕсем пур.
— Модернизаци программин ме-роприятийĕсем пирĕн районта мĕнре палăрĕç?
— Программăпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăна 13,63 млн тенкĕ уйăрса парĕç. Çак укçа стандартсем тата информаци системисем кĕртес çĕре кайĕ.
2012 çулта пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлнă çынсене реабилитацилеме тухса çÿрекен мультидисциплинарлă бригадăсен ĕçне йĕркелĕпĕр.
Унсăр пуçне 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕсем республика харпăрлăхне куçĕç. Çакă медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерĕ.
— Сывлăх сыхлавне модернизацилес программăран эсир мĕн кĕтетĕр?
— Юлашки 5 çул хушшинче республикăри медицинăпа демографи кăтартăвĕсем чылай лайăхланчĕç: çураласси 25,5 процент ÿсрĕ, вилесси 1,4 процент чакрĕ.
Унсăр пуçне çÿллĕ шайри медицина пулăшăвне илме халĕ Мускава е Питĕре каймалла мар. Республикăри 8 клиника кардиологи, онкологи, нейрохирурги, офтальмологи, акушерство-гинекологи енĕпе çÿллĕ шайри пулăшу пама лицензи илнĕ.
Пахалăхлă сывлăх сыхлавĕн системи — Чăваш Енĕн стратеги ресурсĕ, аталану никĕсĕ. Модернизацин тĕп тĕллевĕ — пациентсен сывлăхĕ. Республикăра сывлăхлă çынсен шучĕ ÿстĕр, ачасем сайрарах чирлеччĕр, сывлăхлă пурнăç йĕркине пăхăнччăр тесе çанă тавăрса ĕçлемелле.
Источник: "Каçал Ен"