26 ноября 2011 г.
Раççейре Аннесен кунне паллă тума пуçлани нумаях пулмасть, çапах вăл пирĕн тăрăхра та чи юратнă, кĕтекен уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Районти хĕрарăмсен совечĕ çак кун ячĕпе çулсеренех ача амăшĕсене чысласа мероприяти йĕркелет.
Кăçалхи уяв ытти çулхисенчен уйрăлса тăчĕ. Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрне çамрăк амăшĕсенчен пуçласа савнă мăшăрĕсемпе çуршар ĕмĕр тата ытларах та алла-аллăн утакан хĕрарăмсем, нумай пулмасть çавра юбилейсене паллă тунисем таранах йыхравланă йĕркелÿçĕсем. Пуçтарăннисене саламлама районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ, программăна ертсе пыраканĕ Валентина Курицына чи малтан район администрацийĕн пуçлăхне Геннадий Волкова сăмах пачĕ. «Анне» — ача пуçласа калакан сăмах. Вăл кирек хăш чĕлхере те çепĕççĕн илтĕнет, мĕншĕн тесен хĕрарăм — пурнăç, юрату, ăшă кăмăл парнелекен. Хăвăрăн та ĕмĕр тăршшĕпе ачăрсен, мăнукăрсен ăшшине туйса пурăнмалла пултăр. Амăшĕсен кунĕ ячĕпе пурне те чун-чĕререн саламлатăп. Тавах сире»,—- терĕ Геннадий Федорович, амăшĕсен умĕнче пуçне тайнине пĕлтерсе.
Иккĕмĕш ача çуратнă 6 çамрăк амăшне РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов çемье капиталĕн сертификачĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕ: Галина Зайцевăна, Олеся Митюковăна, Резиле Шайдуллинана, Евгения Лавровăна, Венера Семеновăна, Татьяна Ермолаевăна. Ĕç параканĕсем те хĕрарăмсене ăшшăн саламларĕç, асăнмалăх парнесем кÿчĕç.
Çав кунах пурнăç çулĕпе 50-шар çул юнашар утакан сумлă çемьесене те чысларĕç. Акă Тукай ялĕнчи Лидия Ивановнăпа Роман Григорьевич Афанасьевсем, Сира Ильиничнăпа Николай Георгиевич Матросовсем, Çĕнĕ Кипеçре пурăнакан Лидия Андреевнăпа Аркадий Евдокимович Антоновсем тата Бормотинсем, Маргарита Кузьминичнăпа Владимир Иванович (Комсомольски ялĕ), çамрăксемшĕн чăннипех те тĕслĕх вырăнĕнчех ĕнтĕ. Вĕсем тĕпренчĕкĕсене тату та килĕшÿллĕ çемьесенче юратса, ăс-тăн тата тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Хăйсем те ял хушшинче сумлă çынсем, ĕмĕрĕсене ĕçре ирттернĕ, тава тивĕçлĕ ятсене, тĕрлĕ наградăсене çĕнсе илнĕ.
Икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă аппа-кинемейсене курсан куç умне тăван аннем сăнарĕ тухса тăрать. Аттепе иккĕшĕ 10 ачана чун парса тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ. Паллах, паянхи кун ун чухлĕ çуратакансем çук, çапах йышлă çемьесем те пур-ха. Акă Тукай ялĕнчи Матросовсен килĕнче 4 ача ашшĕпе амăшне, Алена Ильиничнапа Алексей Николаевича, савăнтарать. Пиллĕкмĕшне те кĕç-вĕç кĕтеççĕ. Асанкассинчи Светлана Петровна та йывăрлăхран хăраса тăман, пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Районта кун пек çемьесем татах та пур. Паянхи кун чăннипех те паттăрлăх çакă.
Иртнĕ кунсенче хăйсен çавра юбилейĕсене паллă тунă хĕрарăмсене те чысларĕç хĕрарăмсен совечĕн членĕсем. Çак хисепе тивĕçнисенчен кашниех хастар та пултаруллă, ырă сăмах кăна калама пулать вĕсем çинчен. Çавăн пекех Ольга Александровăна (Хирти Сĕнтĕр), Валентина Даниловăна (Кайнлăк) тата Роза Розовăна (Элпуç) Вера Горбуновăна (Хырхĕрри) хĕрарăмсен канашĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн тав туса Хисеп грамотисем пачĕç. Кашни номинацирех сцена çине хăпарнă хĕрарăмсене асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç. Парни хаклă мар, чысĕ хаклă теççĕ халăхра.
Амăшĕсен кунĕ ячĕпе куракансене савăк кăмăл парнелеме Асанкасси, Комсомольски, Тукай, Шурут тата Элпуç ял поселени-йĕсен художество пултарулăх коллективĕсем те килсе çитнĕ. Вĕсем илемлĕ юрăсемпе чуна тыткăнларĕç, хавхалану кÿчĕç.
Источник: "Каçал Ен"