АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен паян çĕнĕлле шухăшлать те, ĕçлет те

23 ноября 2011 г.

Пирĕн çĕр ĕçченĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем, ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнăскерсем, уй-хире тирпейлесен кăна кĕрекене лараççĕ. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енри ял хуçалăх производствинче ĕçлекенсене Патшалăх оперăпа балет театрĕнче туллин чысларĕç. Пирĕн районти ял ĕçченĕсене вара ноябрĕн 16-мĕшĕнче уяв туса пачĕç. Ял хуçалăх ĕçĕсенче пĕтĕмлетÿ тунă май эпир те хамăр тĕпеле Чăваш Республикин ял хуçалăх министрне Сергей Павлова уçă калаçăва чĕнтĕмĕр.

— Сергей Владимирович, пĕлтĕрхи шăрăх çу кунĕсем хыççăн республикăри аграрисем çухатнă позицисене каялла тавăриччен вăхăт чылай иртессĕн туйăнатчĕ. Хăрани-пăшăрханни тÿрре килмерĕ. Лару-тăрăва тĕпрен улăштарма мĕн пулăшрĕ?

— Ял хуçалăхне юхăну сулăнчăкĕнчен сыхласа хăварнин никĕсĕ агропромышленность комплексĕнчи патшалăх политики пулчĕ. Унчченрех Раççейре апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине çирĕплетрĕç, ял хуçалăх çинчен федераллă саккун йышăнчĕç. 2006 çултанпа «АПК аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. 2008 çулта асăннă проект ял хуçалăх отрасльне 2012 çулччен аталантармалли Патшалăх программине çаврăнса тухрĕ. Сăмах май, 2013—2020 çулсенче унăн тепĕр тапхăрĕ пурнăçа кĕрĕ. Системăллă çак ĕçсене пулах республикăри ял хуçалăхĕнче нумай ырă енсем вăй илчĕç. Тĕслĕхрен, 2006 çултанпа Чăваш Енри ял хуçалăхĕн пĕтĕмĕшле калăпăш индексĕ 18,5 процент ÿсрĕ. Çакнашкал ÿсĕм Атăлçи тăрăхĕнчи федераллă округри тăватă регионта çеç палăрчĕ. 100 гектар çĕр пуçне продукци туса илесси 2010 çулта 2 миллион ытла тенкĕпе танлашрĕ. Çак кăтарту та Атăлçи тăрăхĕнчи федераллă округăн вăтам кăтартăвĕнчен 2 хут, Раççейĕн вăтам ÿсĕмĕнчен 1,5 хут пысăкрах. Кăçал 100 гектар ял хуçалăх çĕрĕ пуçне пĕтĕмĕшле продукци илесси малтанласа шутланă тăрăх 3 миллион тенкĕрен те иртмелле. Сухаламалли çĕрсене усă курнин кăтартăвĕ те пирĕн хăйне евĕр: 2008 çулта 77 процент çĕрпе усă курнă пулсан, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçленипе 2010 çулта ку кăтарту 87 процента çитрĕ. Çакăнта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен инвесторсене шырассипе активлăрах пулмаллине палăртса хăварассăм килет. Ку вăл хушма налук бази пулнине манма юрамасть.

Юлашки ултă çул хушшинче тĕш тырă пĕтĕмĕшле акса тăвасси 46 процент, çĕр улми лартасси 20 процент ÿсрĕ. Кăçалхи вырмара пирĕн хресчен гектар пуçне вăтамран 24,5 центнер тухăçпа 600 пин тонна тырă-пулă пуçтарса илсе кĕлете хучĕ. Ампар виçипе ку кăтарту 573 пин тоннăпа — 2009 çулхи шай — танлашасса кĕтетпĕр. Тырă-пулă пухса кĕртес ĕçре уйрăм активлăхпа Патăрьел, Елчĕк, Вăрмар тата Вăрнар районĕсем палăрчĕç.

Çĕр улмин пĕтĕмĕшле тухăçĕ 700 пин тоннăна яхăн, 2009 çулхинчен кăшт пĕчĕкрех. Кăтартусене виçĕм çулхипе танлаштаратăп, мĕншĕн тесен пĕлтĕрхи шăрăх çу кунĕсем — уйрăм калаçу. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсене кăçалхи çанталăк условийĕсем те хăйне евĕр «парне» пулчĕç. Авăн тата юпа уйăхĕсем тăтăш çумăрлă тăнăран кĕрхи ĕçсем ял хуçалăхĕнче йывăррăн иртрĕç. Çĕр улми кăларасси нихăçанхинчен те ытларах тăсăлса кайрĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăр» кăларассипе чÿк уйăхĕн малтанхи кунĕсенче те ĕçлеме чарăнмарĕç. Çакнашкал лару-тăрура манăн паян çĕр улми кăларнă вăхăтра республика ертÿçи çĕр ĕçченĕсене пулăшма чĕнсе каланине илтнисене тав сăмахĕ калас килет. Вĕсен йышĕнче ялсенчи шкул ачисемпе вĕрентÿ коллективĕсем, пенсионерсемпе бюджет сферинче вăй хуракансем.

Йывăрлăхсене пăхмасăрах кăçалхи 9 уйăха ял хуçалăх предприятийĕсен 81 проценчĕ тупăшлă вĕçлерĕ. Пĕтĕмĕшле тупăш 750 миллион тенкĕпе танлашрĕ.

— Ял хуçалăхĕнче курăмлă кăтартусем тума ресурс перекетлекен инновациллĕ технологисем пурнăçа кĕни пысăк вырăн йышăнать тесе шутлатăп эпĕ.

— Тĕрĕсех. Хуçалăхсем ресурс перекетлекен инновациллĕ технологисене пурнăçа кĕртни пĕчĕк тăкаксемпе çĕрпе тупăшлăрах усă курма çул уçрĕ. Нумай операциллĕ ака агрегачĕсемпе ĕçлени материалсене, ĕç тăка-кĕсене, çын ресурсĕсене перекетлеме çул уçни куç кĕрет. Ресурс перекетлекен инновациллĕ технологисемпе паян республикăра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тата çĕр улмин ытларах лаптăкне туса илетпĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсене — укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен кăртăнкăрах чухне — производствăна малалла уттарнă çĕрте машинăпа трактор паркне çĕнетме лизинг пулăшăвĕпе, çăмăллатнă кредит ресурсĕсемпе тĕкĕ пани те çĕр-шыв ял хуçалăхне пĕччен хăварманнине çирĕплетет. Кăçал та çĕр ĕçченĕ машинăпа трактор паркне çĕнетессипе нумай ĕçлерĕ: тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсене кăçал пĕлтĕрхинчен 2,5 хут ытларах — 533 миллион тенкĕлĕх — туянма пултарчĕç. Ытларах туянакансем хушшинче Комсомольскинчи çĕр ĕçче-нĕсем — 69 единица 42,9 миллион тенкĕлĕх, Муркашсем — 67 единица 73 миллион тенкĕлĕх, Елчĕксем — 46 единица 53,8 миллион тенкĕлĕх, Пăрачкавсем — 47 единица 37 миллион тенкĕлĕх. Иртсе пыракан ял хуçалăх çулĕнче патшалăх çĕр ĕçченне çирĕплетнĕ хаксемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсем туянма пулăшни те сезонлă уй-хир ĕçĕсенче çĕр ĕçченĕшĕн пысăк пулăшу пулчĕ.

— Выльăх-чĕрлĕх отрасльне модернизацилени те продукци илеслĕх çине ырă витĕм кÿнине асăрхарăмăр. Ку тĕлĕшпе республикăра пĕрре кăна мар пысăк проектсем пурнăçа кĕчĕç. Алăкран тата мĕн шаккать-ха?

— Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре пур енсем те приоритетлă шутланаççĕ. Кунта пĕр пин сумалли ĕне вырнаçтармалли сĕт комплексĕсем те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе килти хушма хуçалăхсенчи селекципе ăратлăх ĕçĕ те кĕреççĕ. Экономика тĕлĕшĕнчен çулталăкра 8 пин килограмм сĕт антаракан ĕнене тытма 2 пин килограмм параканнинчен самай тупăшлăрах. Анчах çакна валли пирĕн пайтах тар юхтарма тивет-ха: ĕнесен пысăк генетикăллă потенциалне хатĕрлемелле, вĕсене тулли рационпа тăрантарассине йĕркелемелле, выльăхсене усрас технологие çÿллĕ шая çĕклемелле.

«АПК аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа отрасльте 100 объекта çĕнĕрен тунă е тĕпрен реконструкциленĕ. Асăннă çулпа пырса 6 çул хушшинче аш-какай туса илессине 17,4 процент, сĕт сăвассине 14 процент ÿстерме май килчĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне эпир Атăлçи тăрăхĕнчи федераллă округри вăтам кăтартуран 2 хут ытларах аш-какайпа сĕт туса илетпĕр. Çакăнта иртнĕ çулхи шăрăх çу кунĕсене пăхмасăрах хамăр хуçалăхсене выльăх апачĕ туянма пулăшса выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварни тĕп вырăн йышăнчĕ. Патшалăх пулăшăвне шута илсе ĕнесен йышне чакарманни те паянхи производство çинче яр уççăн курăнать.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне модернизацилесси пысăк хуçалăхсемпе пĕрлех вăтаммисен шутĕнчисене те айккинче хăвармарĕ. Сумалли 1000 ĕне вырнаçмалăх сĕт комплексне Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тăвать. Çакăн пек калăпăшлă ĕçех Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» агрофирма кÿлĕнчĕ. Çак çулпа каялла чакмасăр кайсан çывăх вăхăтрах республикăра паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 3 сĕт предприятийĕ пулĕ (Тăвай районĕнче «АККОНД-АГРО» агрофирма ĕçленине шутласан).

Инвестици ĕçĕ-хĕлĕ ырă енне улшăннине тата хуçалăхсен тĕп хатĕрĕсем активлă çĕнелсе пынине çирĕплетекен тĕслĕхсем пирки те каласа хăварни вырăнлă. Кăçалхи 9 уйăхра выльăх-чĕрлĕх тытмалли çĕнĕ сарайсем Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăхра, Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» кооперативра ĕçе кĕчĕç. Сарайсене тĕпрен реконструкцилесе производствăна çĕнĕ шая çĕкленисем те пĕччен-иккĕн мар. Вĕсем: Канаш районĕнчи «Канаш», Шăмăршă районĕнчи «Исток» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем, Шупашкар районĕнчи «Артиком» обществăри чăх-чĕп ферми, «Чăваш бройлерĕ» УАО, Елчĕк районĕнчи «Яманчурино», «Прогресс», «Победа», Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăхсем, Пăрачкав районĕнчи «Маяк», «Рындино» кооперативсем. Иртнĕ кунсенче кăна Патăрьел районĕнче сысна усрамалли-ĕрчетмелли çĕнĕ йышши комплекс хута кайни те пирĕн республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕр вырăнта тăманнине кăтартать.

Пĕтĕмлетсе каласан выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 2020 çул тĕлне 38 инвестици проектне —19 миллиард тенкĕлĕх — пурнăçа кĕртме палăртатпăр.

— Ял хуçалăх производствин аталанăвĕ апат-çимĕç тата продукци тирпейлекен промышленноçпа тачă çыхăннă.

— Ку çапла пулмалла та. Чăваш Республикин Правительстви апат-çимĕç тата продукци тирпейлекен промышленноçри предприятисем майлă пулчĕ. Вĕсенне хăйсен отраслĕсенче çĕнĕ хăватсем уçма каякан кредитсен процент ставкисене субсидилеме йышăну турĕ. Çапла вара паян Етĕрнере талăкра 200 тонна сĕт йышăнма хатĕр завод çĕкленет, Çĕмĕрлере топинамбур тирпейлемелли завод тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Улатăрта талăкра 400 тонна комбикорм хатĕрлекен завод ĕçлеме пуçларĕ.

Республика бюджетĕнче çĕнĕ продукци кăларакан предприятисем тăвассине субсидилессине те пăхса хăварнă. Ку тĕлĕшпе Ял хуçалăх министерстви конкурс та ирттерчĕ. Субсиди пулăшăвне сăра хатĕрлекен «Букет Чувашии» фирма, Çĕмĕрлери тата Улатăрти çăкăр завочĕсем тивĕçрĕç. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

— Продукци тирпейлекен промышленность валли чĕр тавар хатĕрлессипе килти хушма хуçалăхсем те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Çăмăллатнă кредитсемпе тĕллевлĕ усă курса вĕсем производство калăпăшне палăрмаллах ÿстерчĕç. Пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсене кредитсем парассипе регионти лару-тăру еплерех?

— Ял хуçалăхне аталантарассипе йышăннă Патшалăх программи — эсир тĕрĕсех палăртрăр — ял çыннисене ытларах продукци туса илме çеç мар, рынока пахарах продукципе тухма та çул уçса пачĕ. Çакна валли вĕсем ял хуçалăх техникипе, çĕнĕ оборудованисемпе тата паянхи кун ыйтакан технологисемпе хĕç-пăшалланчĕç.

2006—2010 çулсенче Чăваш Енре килти хушма хуçалăхри пĕр çын пуçне тивекен ресурссем 3 хут ÿсрĕç. Вĕсем паян 9402,3 тенкĕпе танлашаççĕ. Нумай ĕçе механизацилени çĕр ĕçченне çĕнĕ аталану шайне тухма пулăшрĕ. Аталаннăçемĕн килти хушма хуçалăхсем çĕнĕ тĕслĕ агроформированисене куçаççĕ, производство калăпăшне ÿстереççĕ. 2011 çулта кăна 1000 яхăн килти хушма хуçалăх хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелесе хăйсен бизнесне уçрĕ. Фермерсен малашлăхне «Пуçлакан фермер» федераллă программа йĕркелесе пырасса эпир паян шанатпăр.

Чăваш хресченĕ малалла пăхма пуçларĕ. Килти хушма хуçалăх тытакан 63 пин çемье «АПК аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа çăмăллатнă кредитсемпе усă курса аталану утăмĕсем турĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллатнă кредитсемпе усă курассипе Чăваш Республики Раççейре малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать.

Çитес çултан тытăнса çĕр-шыв Правительстви çемьепе тытакан сĕт фермисем йĕркелес тĕлĕшпе ытларах укçа-тенкĕ уйăрма пăхать. Çакă та ялсенчи производствăна ÿстерессипе, ĕçсĕрлĕхе чакарассипе тунă черетлĕ утăм тесе калас килет.

— Юлашки çулсенче Чăваш Республикин Правительстви ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çамрăк специалистсене яла илсе пырассипе, вĕсене унта пурăнма хăтлă условисем туса парассипе пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнет.

— Тĕрĕсех. Агропромышленность комплексĕн экономика потенциалне ÿстерме тата Патшалăх программине ăнăçлă пурнăçлама ялти пурнăç шайне ÿстересси те паянхи кун йĕркинче тăрать. «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ федераллă программăна та ялсене çамрăксене илсе килсе çирĕплетсе хăварассипе хатĕрленĕ. 2003 çултанпа ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма кăна 845,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран федераллă бюджетран — 589,8 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен — 56,7 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетсенчен — 198,8 миллион тенкĕ. Программа пулăшнипе 2003—2011 çулсенче ялта пурăнакан 3760 çемьен — вăл шутран 1189-шĕ çамрăк специалистсен çемйисем — пурнăç условийĕсене лайăхлатма май килчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика