АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта пиçĕхекенĕн пуласлăхĕ çутă

23 ноября 2011 г.

Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнăранпа темиçе уйăх кăна иртнĕ. Çак кĕске вăхăтра (кăтартăвĕсем ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне) комплексра пурĕ 6725 çын пулма ĕлкĕрнĕ. Çав шутран спортзалсенче — 4240-ĕн. Район çыннисем, паллах, спортпа тата физкультурăпа яланах туслă пулнă, пулаççĕ те. Укçа тÿлесе микроавтобуссемпе ушкăн-ушкăнпа кÿршĕ районсене шыва кĕме çÿренине ас тăватăп-ха. Кăçал вара пĕрремĕш хут, ют районсенчи спорт комплексĕсене кайса укçа-тенкĕ пĕтермесĕр, хĕллехи шартлама кунсенче те район çыннисем бассейна кĕрсе киленме пултарĕç.

Унти ĕç-хĕлпе паллашас тĕллевпе «Кĕтне» ФСКан директорĕпе Евгений Тихоновпа тĕл пулса калаçрăм.

— Евгений Аркадьевич, физкультурăпа спорт комплексĕ çинчен калаçу пуçарсан, куç умне чи малтанах бассейн тухать. Вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн физкультура урокĕсенче кашни ача тÿлевсĕр ишме вĕренме çÿрет.

— Ман шутпа, кашни çыннăн ÿт-пĕвĕ, шăм-шакки мĕнлерех туять — ĕçсем те çапларах. Çавăнпа та организма пиçĕхтермелле, спортпа тата физкультурăпа туслă пулмалла.

Район çыннисене спорта тата физкультурăна явăçтарас ĕçре спорт комплексĕ малашне пысăк утăмсем тума пулăшĕ. Акă кăçалхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен бассейнра 3593 çын пулнă. Вĕсенчен 2485-шĕ — шкул ачисем, инвалидсем — 40-ĕн.

Вĕренекенсене бассейна илсе çÿреме ятарлă график турăмăр. Унпа килĕшÿллĕн вăтам шкулсенчен 10—14 сехетсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ параканнисенчен 10—12 сехетсенче килсе çÿреме пултараççĕ. Ку вăл тÿлевсĕр уроксем. Шел пулин те, бассейнра 24 ачан кăна харăсах кĕме май пур.

— Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ калаçнине те илтнĕ: мĕншĕн вĕсен ачи уроксенче бассейна кайса курмасть-ха?

— Ку ыйтăва шкулти физкультура предмечĕпе вĕрентекенсем уçса парĕç. Уроксен расписанине тĕрĕс çырсан шкулти пĕтĕм ача 2—3 уйăхра пĕр хутчен кăна мар бассейнра пулмалла.

— Евгений Аркадьевич, час-часах шыв хлорлă тенине илтме пулать. Ăна тĕрĕслесех тăраççĕ-и?

— Комплекса уçнăранпах штатра пĕр лаборантка ĕçлет. Вăл кашни кун шыва тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслевсем ирттерет. Бассейнри шыв талăкра виçĕ хутчен фильтр витĕр тухать. Уйăхра икĕ хутчен анализ илсе Гигиенăпа эпидемиологи центрне ăсататпăр. Анализсен протоколĕсемпе паллашас текенсем кирек хăш вăхăтра та пирĕн пата килсе вулама пултараççĕ.

— Ишме пĕлмен çынсем те чылаях пирĕн хушăра. Вĕсен вĕренме çÿреме май пулĕ-и?

— Ишме вĕренес кăмăллисене те кĕтетпĕр комплексра. Аслăраххисемпе те, ачасемпе те инструктор-тренер Алексей Гаврилов кашни кунах ишев урокĕсем ирттерме хатĕр.

— Евгений Аркадьевич, çĕнĕ спорт комплексĕ сусăр çынсен сывлăхне çирĕплетме май парать-и-ха?

— Спорт комплексне сусăррисем валли юрăхлă тунă. Иртен пурнăçра пĕтĕмпех çителĕклĕ, ним пирки те кулянмалли çук чухне сусăррисене асăрхамастпăр çав. Инвалидсене çур хакпа е тÿлевсĕр кĕртетпĕр. Комплекс тĕп алăкĕ умĕнче те вĕсем валли ятарлă кĕмелли вырăн — пандус пур.

— Комплексра тата тÿлевлĕ мĕнле секцисем ĕçлеççĕ?

— Василий Акчурин каратэ секцине, Татьяна Иванова вара шейпинг (ритмика тата аэробика) ушкăнне ертсе пырать. Çак секцисене çÿрес текенсем абонентла тÿлевпе пропуск илсен вĕсене питех те пайталлă. Татьяна Евтихиевна ертсе пыракан занятисене 18—20 хĕрарăм çÿрет.

— Район çыннисене мĕн суннă пулăттăр?

— Спорткомплекса чылайăн çемьесемпе çÿрекенсем пур. Ку вăл питĕ тĕрĕс япала. Ачасене вĕсем сăмахпа мар, тĕслĕх кăтартса воспитани параçççĕ.

Уйрăмах çамрăксене спорткомплекса çÿреме чĕнсе каласшăн. Мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе спортра киленĕç тупни пурăнма, тĕрлĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Спортпа пиçĕхекенĕн пуласлăхĕ çутă.

— Калаçушăн тавтапуç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика