АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Президенчĕ районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ

19 ноября 2011 г.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Çак кунах районти тыр-пул çитĕнтерекенсем, выльăх-чĕ¬рлĕх пăхакансем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.

Пирваях Президент «Тав» ОООн çĕр улми тата пахча çимĕç типĕтекен цехĕнче пулчĕ. Ку завода çулталăк каялла хута янă. Кăçалхи 9 уйăхрах Каçалсем 135,5 тонна ытла пахча çимĕç типĕтсе Мускава, Санкт-Петербурга, Чĕмпĕре, Çыранçи Чаллăна, Архангельска ăсатнă. Кунта 28 çын вăй хурать — вăтамран 10-шар пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Инвестпроекта пурнăçламалли планпа килĕшÿллĕн производство лаптăкĕпе хăватне пысăклатмалла. Предприяти çапла тума хатĕр, анчах, Вадим Матросов гендиректор каланă тăрăх, каяшсене утилизацилес ыйту тухса тăрать — тасатакан сооруженисем кирлĕ. Республика пуçлăхĕ инвестора хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене вăраха ямасăр пурнăçлама, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, банк тытăмĕсемпе çине тăрарах ĕçлеме сĕнчĕ. «Патшалăхпа уйрăм çын ĕçтешлĕхне аталантармалла, çăмăллăх кредичĕсемпе усă курмалла, муниципалитет тата республика влаçĕсемпе алла-аллăн вăй хумалла. Эпир — сирĕн пулă- шуçăсем»,—терĕ Михаил Игнатьев.

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пухнă канашлура район администраци пуçлăхĕ Геннадий Волков пахча çимĕç тирпейлессине анлăрах шая çĕклемеллине палăртрĕ. Професси уявне пирĕн ял хуçалăх ĕçченĕсем япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илнĕ: хĕл валли 36 пин тонна çĕр улми, 4,2 тонна пахча çимĕç хатĕрленĕ. Çитес çулхи тыр-пул никĕсне те хывса хăварнă: кĕрхи культурăсене 4,3 пин гектар акнă. Ку — республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри. «Эсир хăвăрăн ĕçĕре чылай муниципалитетран лайăхрах пурнăçлатăр», — терĕ Президент районта пурăнакансене тав туса, пирĕн районти ĕç-хĕлпе хăй кăмăллă пулнине палăртса. Вăл тухăçлă ĕçпе кăна çынсен тупăшне, ĕç укçине ÿстерме май пулни çинчен каларĕ. «Влаç экономикăна аталантарас енĕпе палăртнă тĕллевсене пурнăçланă кăна мар — ирттерсе пурнăçланă», — терĕ Президент. Республика регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшне 199 млрд тенке çитерме палăртнă, чăннипе вара çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх вăл 200 млрд тенке çитет. Тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ те 55 млрд тенкĕ таран ÿснĕ. Михаил Игнатьев çак хăвăртлăх упранса юлассине çирĕплетрĕ. Хăйĕн Çырăвĕн хăш-пĕр тезисĕсене ăнлантарнă май республика пуçлăхĕ тепĕр хут палăртрĕ: «Эпир, ер-тÿçĕсем, пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе пĕтĕмпех тăватпăр».

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕнче Комсомольски районĕн чи лайăх аграрийĕсене патшалăх наградисемпе хавхалантарчĕ. АПК тытăмĕнче нумай çул вăй хунăшăн «Слава картофелю» агрофирма ĕçченне Геннадий Миронова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панине çирĕплетекен удостоверени пачĕ. «Асаново» ЯХПКан сĕт пухаканне Ираида Белковăна, Владимир Кузьмин тракториста Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви Тав тунă. Районăн чи çамрăк механизаторне Алмаз Миназетдинова Михаил Васильевич Чăваш Ен Президенчĕн ятран паракан сехечĕпе чысларĕ.

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене сÿтсе явма Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Владимир Аврелькин, физкультурăпа спорт, туризм министрĕн заместителĕ Алексей Яковлев, Раççей Перекет банкĕн 8613 номерлĕ Чăваш уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Андрей Можанов, «Россельхозбанк» ОАО Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ Ирина Письменская тата «Газпром межрегионгаз – Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов хутшăнчĕç. Хăйсен сăмахĕсенче вĕсем çитĕнÿсене палăртнипе пĕрлех хăш енĕпе çине тăрарах ĕçлемеллине те палăртрĕç.

Район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Илдус Минетуллин кăçалхи çул ăнăçлă ĕçлесе пысăк кăтарту тунă хуçалăхсене тата ĕçченсене Дипломсемпе парнесем пачĕç. Пысăк «Ылтăн пучаха» кăçал «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнсе илнĕ. Унти çĕр ĕçченĕсем кашни гектар çĕр пуçне 41,9 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ. «Урожай» колхоз вара 30,7 центнер апат единиципе иккĕмĕш вырăна тухнă. «Труд» кооперативăн кăтартăвĕ — 29,5 центнер апат единици.

Пĕчĕк «Ылтăн пучах» вара «Урожай» колхозри Гельзефире Галиуллова ертсе пыракан бригадăна тивĕçрĕ. Ку бригада кашни гектар çĕртен 43,5 центнер апат единици туса илме пултарнă. «Труд» кооперативри 2-мĕш (42,4) тата «Рассветăн» (41,9) уй-хир бригадисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕр улмине «Рассвет» хуçалăхра чи тухăçлă çитĕнтернĕ, вĕсем гектартан 300 центнер «иккĕмĕш çăкăр» пухса кĕртнĕ.

Аш-какай туса илессипе те «Рассвет» ЯХПК палăрнă. Унти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 83,5 центнер аш-какай туса илнĕ. Асăннă хуçалăхри Елена Крылова пăру пăхакан, Нина Матросова свинарка та — районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче малтисем. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче тата Атласкин хресченпе фермер хуçалăхĕнче кăтарту 65,2 тата 57,3 центнерпа танлашать.

Сĕт сăвассипе «Пайгассем» чи хастаррисем пулса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унта кашни 100 гектар çĕр пуçне 491 центнер сĕт туса илнĕ. Асанкассисем — иккĕмĕш вырăнта, вĕсен кăтартăвĕ 489 центнерпа танлашнă. 100 гектар çĕр пуçне 470 центнер сĕт туса «Сюрбеево» ООО виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Районти хуçалăхсем халăхран сĕт туянассипе те тăрăшаççĕ. Килти хушма хуçалăхри кашни ĕне пуçне 2810 кг сĕт туянса «Урожай» колхоз чи хастар ĕçленине палăртрĕç. «Пайгасра» 2495, «Искрăра» 2400 кг сĕт туяннă, вĕсем те иккĕмĕшпе виççĕмĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçрĕç.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче вăл е ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе механизаторсен хушамачĕсем татах та пулчĕç. Çак хисепе хăйсен йывăр та тарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ вĕсем. «Çăмăл çăкăр пулмасть», теççĕ халăхра.

Савăнăçлă самант хыççăн ял ĕçченĕсем валли концерт пулчĕ. Янравлă юрăсемпе илемлĕ ташăсем кăмăла çĕклентерчĕç, малалла та тăрăшуллă ĕçлеме хавхалантарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика