АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекарь саманапа тан ĕлкĕрсе пыракансен профессийĕ

16 ноября 2011 г.

Шкул библиотеки вăл — хăйне евĕр уйрăм территори, ача пурнăçĕнчи пĕрремĕш библиотека. Ачасем унта çÿреме юратаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене унта килти пек вăрçмаççĕ, класри пек отметкăсем лартмаççĕ. Шăп çавăнта пĕчĕк çын кĕнекесен тĕлĕнтермĕш тĕнчипе паллашать, кĕнекепе туслашать. Ача кĕнеке юратасси унпа пĕрле юмах вулакан ашшĕ-амăшĕнчен, пĕрремĕш учительтен, тем те пĕлекен, интереслентерме пултаракан библиотекарьтен килет. Кĕнеке фончĕ, библиотека ĕçне тĕрĕс йĕркелени, вулав залĕнчи лăпкă атмосфера та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пирĕн районта пурĕ 18 шкул библиотеки ĕçлет, вĕсене ачасем хаваспах çÿреççĕ, уйрăмах илемлĕ литературăна кăмăллаççĕ, иле-иле вулаççĕ. Библиотека фондне пуянлатма кăçал района 1 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ кĕнекесем килчĕç. Вĕсене шкулсене валеçсе патăмăр та ĕнтĕ. Унсăр пуçне çулталăк вĕçлениччен «Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле вĕренÿ системин модернизацийĕ» программипе килĕшÿллĕн кĕçĕн классем валли чăвашла çырнă кĕнекесем килмелле. Ачасене тăван чĕлхепе ытларах вулама май туса пани, паллах, усăллă.

Библиотекарьсен ĕçĕнчи кăçалхи пĕр çĕнĕлĕх – педагог-библиотекарь ăнлава кĕртни. Çак ята тивĕçме аслă профессиллĕ пĕлÿ илмелле. Ун пеккисем пирĕн вуннăн, ыттисен педагог-библиотекарьсен шутне кĕме аслă пĕлÿ илмелле пулать.

Районти библиотека ĕçче-нĕсем пурте тăрăшуллă, хăйсен тивĕçне юратса пурнăçланине палăртса хăварас килет. Кашни ачан ыйтăвне тивĕçтерме, кĕнекесемпе кăсăклантарма, мĕн те пулин çĕннине тупса пама тăрăшаççĕ вĕсем. Библиотекарь профессине чунтан юратакансем, нумай çул çак ĕçре тăрăшакансем сахал мар. 30 çул ытла ачасене кĕнеке тĕнчине çавăтса кĕрекенсене уйрăммăн палăртас килет. Вĕсем: Р.Н. Свистунова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Л.В. Хораськина (Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ), М.Ш. Миначева (Урмаел вăтам шкулĕ), Ф.Ш. Хайбуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ).

Районта библиотекарьсем хушшинче час-часах тĕрлĕ конкурссем ирттеретпĕр, унта вĕсем пурте хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Ю.А.Гагарин космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалласа библиотека хаçачĕсен «Созвездие Гагарина» конкурсĕ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çавăн пекех библиотека урокĕсен фестивальне ирттертĕмĕр. Унта кашни библиотекарĕн хăйĕн урокĕпе паллаштарма май пулчĕ, чи лайăххисене палăртса грамотăсемпе хавхалантартăмăр. Октябрь уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул библиотекисен уйăхлăхĕ пынă май республикăра та, шкулсенче те ăна халалланă мероприятисем иртрĕç, вĕсене библиотека ĕçченĕсем шкул ачисене те анлăн явăçтарчĕç. Уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ – общественноçа шкул библиотекисем çине ытларах тимлĕх уйăрттарасси, ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре шкул библиотекин пĕлтерĕшне палăртасси.

Пĕтĕмлетсе библиотекарь ĕçĕ çăмăл мар, анчах та пархатарлă пулнине палăртас килет. Библиотекарь — самана уттипе тан ĕлкĕрсе пыракан, анлă тавра курăмлă, ăслă, пуринпе те кăмăллă калаçакан, кашни килекене ăшшăн кĕтсе илекен çын.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика