16 ноября 2011 г.
2014 çулта Сочи хулинче хĕллехи ХХII Олимп вăййисем тата хĕллехи ХI Паралимп вăййисем иртеççĕ.
2007 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче 310-ФЗ " «2014 çулта Сочи хулинче хĕллехи ХХII Олимп вăййисене тата хĕллехи ХI Паралимп вăййисене йĕркелесе ирттересси, Сочи хулине ту курорчĕ пек аталантарасси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун кăларакан акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă саккунăн 7 статйин 1, 2 пайĕсемпе килĕшÿллĕн (2011 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнчи улшăнусемпе) Олимп символики шутне «Олимпийский», «Олимпиада», «Сочи 2014», «Olympic», «Olympian», «Olympiad», «Olimpic Winter Games», «Olimpic Games», «Sochi 2014» ятсем, вĕсенчен тунă сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем, Олимп символĕ, çулăмĕ, факелĕ, ялавĕ, гимнĕ, девизĕ, çавăн пекех эмблемăсем тата символсене çывăх Олимп вăййисен паллисем кĕреççĕ. Паралимп символики шутне «Паралимпийский» «Пара- лимпиада», «Paralympic», «Paralympian», «Paralympiad», «Paralympiс Winter Games», «Paralympiс Games» ятсем, вĕсенчен тунă сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем, паралимп символĕ, ялавĕ, гимнĕ, девизĕ, çавăн пекех эмблемăсем тата символсене çывăх Паралимп вăййисен паллисем кĕреççĕ. Олимп тата паралимп символикиллĕ е вĕсен элеменчĕсемлĕ Олимп тата Паралимп вăййисене палăртма усă куракан ÿнер, музыка, литература тата ытти хайлавсем те олимп тата паралимп символики шутланаççĕ.
Олимп тата паралимп символикипе усă курма, çав шутра юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсене, вĕсем туса кăларакан тавара, тăвакан ĕçе палăртма (фирма ячĕсенче, коммерци, тавар паллисенче) домен ячĕсене кĕртме е сăпатсене Олимп тата Паралимп вăййисемпе çыхăнтаракан урăх майпа усă курма Пĕтĕм тĕнчери олимп комитечĕпе тата Пĕтĕм тĕнчери паралимп комитечĕпе е уполномоченнăй организацисемпе килĕшÿ çине алă пуссан çеç юрать.
ФЗ-310 "-лĕ Федераллă саккунăн 8 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, олимп тата паралимп символикипе саккуна хирĕç усă курса тавар сутни, ылмаштарни, тавара туса кăларакан реклама паракан Олимп тата Паралимп вăййисемпе епле майпа та пулин çыхăннă пек кăтартни ырă мар конкуренци шутланать. Çакăн пек ĕçсем çинчен РФ Административлă кодексăн 14.33 статйин 1, 2 пайĕсенче çырнă. Асăннă статьян 1 пайĕнче уйрăм çынсемшĕн штраф 12—20 пин тенкĕпе, юридици сăпачĕсемшĕн — 100 — 500 пин тенкĕпе танлашнине çирĕплетнĕ. Статьян 2 пайĕпе килĕшÿллĕн, штрафсăр пуçне дисквалификаци те пулма пултарать.
Олимп тата паралимп символики çинчен калакан саккуна тĕрĕс тытса пыртарас тĕллевпе Комсомольски район прокуратуринче «хĕрÿ лини» 5-11-06 номерпе ĕçлет. Эсир саккуна пăхăнман тĕслĕхсем çинчен шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"