16 ноября 2011 г.
«Алга» хуçалăх 1980—1990 çулсенче район шайĕнче çеç мар, республикăра та кĕрлесе çеç тăнă. Кирек хăш отрасльпе илсен те кăтартусем пысăк пулнă. Унти ĕçченсем тухăçлă тыр-пул, пахча çимĕç туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ те пысăк пулнă. Урмаел сĕт-çу фермине Г.З.Шайдуллин ертсе пынă, унти ĕçе йĕркелесе тăнă. Ферма заведующийĕнче вăл 31 çул тăрăшнă. Çак вăхăтра выльăх-чĕрлĕх йышĕ, сăвăм палăрмаллах ÿснĕ. Аш-какай туса илес енĕпе те аван утăмсем тунă. Халĕ Гаязетдин Зинетдович тивĕçлĕ канура. «Темиçе председательпе ĕçлерĕм. Вĕсемпе пуринпе те пĕр чĕлхе тупрăм. Унсăр мĕнле-ха? Ĕçре килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле-çке»,— тет вăл. Халĕ Г.Шайдуллин «Алга» ял хуçалăх кооперативĕн машинăпа техника паркĕнче хуралта тăрать. Тивĕçлĕ канура пулин те тăван халăхран уйрăлма шутламасть вăл. «Мĕн пĕчĕкрен кунта ĕçлесе ÿснĕ те, сывлăх пур чухне тăрăшасчĕ-ха,— тет Газетдин Зинетдович.
Источник: "Каçал Ен"