16 ноября 2011 г.
«Патшалăх (муниципаллă) учрежденийĕсен право положенине лайăхлатас тĕллевпе РФ уйрăм саккун кăларакан акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă саккунпа килĕ-шÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен территорийĕнчи медицина пулăшăвĕ паракан учрежденисем муниципаллă харпăрлăхран республика харпăрлăхĕ çине куçаççĕ. Çак улшăнăва медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме, ăна пĕр стандартсемпе йĕркелесе пыма кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене республика компетенцине куçарас ĕç пырать, çакă районти тĕп больницăра та палăрать.
Муниципаллă сывлăх учрежденийĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси икĕ çĕртен пырать: бюджетран тата медицина страхованийĕн фондĕнчен. Район больницин тĕп врачĕ И.И.Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун вĕсен бюджет умĕнче 1 млн 400 тенкĕ парăм пур. Ăна çулталăк вĕçлениччен тÿлесе татма шантараççĕ. Больницăн хальхи тата пулас статусне танлаштарса Инна Ивановна çакна палăртать: халĕ муниципаллă учреждение район администрацийĕ пулăшса пырать, кайран вара çакăн евĕр пулăшу пулмĕ, республикăран паракан укçа-тенке çеç кĕтме тивĕ. Паянхи кун районти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене республика харпăрлăхне куçарас енĕпе йывăрлăхсем çук, районти 56 учреждение те йышăннă. Фельдшерпа акушер пункчĕсем çинчен ыйтăва татса паман-ха, уйрăм канашлура çакна уçăмлатĕç.
Çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсене комплекслă, пĕр вырăнарах тумалли тата хăтлăлатмалли пилот проекта пурнăçа кĕртесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсасси малалла тăсăлать. Район больницин поликлиникине юсама сентябрь вĕçĕнче пуçланă, декабрь варриччен ĕçсене вĕçлеме палăртнă. Унта халĕ электронлă майпа иртнĕ аукционра çĕнтернĕ «Дуслык» хупă акционерлă обществăн ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Паянхи куна çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ, шалти стенасене, урайсене çĕнетнĕ, шыв, ăшă пăрăхĕсем валли оборудовани хатĕрлесе хунă. Ĕçсем малалла пыраççĕ. Чирлисене хальлĕхе урăх уйрăмсенче йышăнаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"