АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереспе ĕçлеме çăмăлрах

16 ноября 2011 г.

Нумай çывăракан ыйхинчен киленнĕ, ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ, теççĕ халăхра. Кашни кун ыйхăпа çеç киленсен пурнăçа малалла яраймăн, такăнтарса каялла çеç туртса пырăн. Тукай ялĕнче пурăнакан О.В.Наумова вара ĕçре киленĕç тупнă. Ир-ирех, тул çутăличчен, çулла хĕвелĕн пĕрремĕш пайăркисемпе пĕрле вăранать те вăл тÿрех юратнă ĕçе, «Рассвет» хуçалăхри фермăна çул тытать. Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратнăран суйланă çак профессие пултаруллă доярка.

Ольга Васильевна Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ, 8 класс пĕтерсен тÿрех ялти фермăра ĕçлеме пуçланă, ĕне сунă. «Ун чух ĕнисене хамăрах пăхаттăмăр, витрепе шăвараттăмăр, апатне йăтса килсе хураттăмăр. 12-шер ĕне сумаллаччĕ кашнин. Лачакаллăччĕ фермисем, тротуар тавраш çукчĕ, сĕт витрисене нушаланса йăтаттăмăр»,— аса илет нумай çул çак ĕçре вăй хунă доярка.

Каярах хĕр Тукай ялне качча тухнă, унти фермăра ĕçлеме пуçланă. Малтанах сысна пăхнă, унтан ĕнесем патне куçнă. Пурĕ 37 çул вăй хурать ĕнтĕ вăл юратнă ĕçре. Дояркăсем хушшинчи ăмăртура 7 çул районта пĕрремĕш вырăн йышăнса пынă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна кăçал «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята та панă.

Халĕ «Рассвет» хуçалăх ферминче пурĕ 90 ĕнене яхăн, икĕ доярка çеç ĕçлет пулсан та вĕсем ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ара, халĕ ĕлĕкхи мар, сĕт молокопровод витĕр каять, выльăх апатне кормораздатчик парать. Районта ферма лайăххисен шутĕнче, кунта, паллах, Ольга Васильевнăн тÿпи те пур.

«Ферма ĕçĕ йывăр пулсан та килте пулăшакан пур-тăк ĕçлеме пулать,— тет пултаруллă доярка. — Килте кĕтÿ хăвалакан, кĕртекен, каçпа выльăх-чĕрлĕхе апат паракан, шăваракан çеç кирлĕ». Оля аппа 4 ача ÿстерсе çитĕнтернĕ, вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтессисене саланнă. Çавăнпа халĕ мăшăрĕпе иккĕн çеç пурăнаççĕ. Упăшки ĕçпе çÿресе килте пулайман чухне выльăх-чĕрлĕхне кĕтĕве кÿршисем хăвалаççĕ.

«Интерес пур тăк ĕçлеме пулать»,— палăртать Ольга Васильевна. — Çамрăксем мĕншĕн çак ĕçе килмеççĕ — ăнланмастăп».

Ял çамрăкĕсем хуланалла талпăнаççĕ пулсан та вĕсем каялла таврăнасса шанать ĕмĕрĕпе ялта пурăннă хĕрарăм. «Çамрăксене ял хуçалăх ĕçне явăçтармалла, интереслентермелле, фермăна пĕтерме памалла мар ĕнтĕ. Ферма пĕтсен ял та пĕтет»,— тет вăл пăшăрханса.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика