12 ноября 2011 г.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикинчи Арбитраж сучĕ эпир заявленипе тухнă материалсене пăхса тухса йышăну турĕ. Унпа килĕшÿллĕн Административлă кодексăн 14.1 статйин 3-мĕш пайĕпе 3000 тенкĕ патшалăха штраф тÿлемелле.
Административлă çак ĕçе пуçарса ямалли сăлтав — уйрăм предприниматель Н.Р.Садыков Комсомольски — Аслă Чурачăк маршрутпа çул çÿрекенсене лицензие пăсса турттарни.
Прокуратура ĕçченĕсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çакна палăртнă: уйрăм предпринимателĕн маршрут çулĕ çинче хăрушă участоксен схеми тата паспорчĕ, техника хăрушсăрлăхĕн инструктажĕ пулман тата ытти те. Ку вăл çул çинче хăрушлăх кăларса тăратать.
Йышăну вăя кĕмен-ха. Сăмах май, ЧР Арбитраж сучĕ çитес кунсенче çавăн пек саккуна пăсса çул çÿревçĕсене турттаракан çынсем пирки административлă 7 ĕç пăхса тухĕ.
Источник: "Каçал Ен"