12 ноября 2011 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен район территорийĕнче «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет. Çак тапхăрта Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн библиотекинче «Атьăр-ха шухăшлар» ятпа тематикăлла выставка йĕркелерĕмĕр. Кунта килекенсем сăра-эрех, табак тата наркотик çын организмне сиен кÿнине кĕнекесем, брошюрăсем, буклетсем тăрăх паллашĕç. Çавăн пекех çамрăксем тĕрĕс апатланни, организма пиçĕхтермелли пирки те вуласа пĕлме пултарĕç.
Чи малтанах выставкăпа Аслă Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 3—4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем паллашрĕç. Елена Егорова, Александра Михайлова, Екатерина Макарова тата Мария Лукиянова сценка та лартса пачĕç.
Малалла ачасем çак мероприятие урамра, уçă сывлăшра тăсрĕç. Уяр çанталăкпа усă курса тăраниччен чупрĕç, вылярĕç, сывлăхне çирĕплетрĕç.
Малашне ачасем сывă пурнăç йĕркине тытса ÿсессе шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"