АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирек камшăн та усăллă

12 ноября 2011 г.

Вăхăт иртнĕçемĕн маларах усă курнă япаласем, ĕç хатĕрĕсем кивелеççĕ, пурнăçран тухса манăçа юлаççĕ. Çынсем пурăнакан çуртсемпе хуралтăсен курăмĕ те, вĕсене тумалли материалсем те çĕнелсех пыраççĕ. Ку ĕнтĕ пурнăç йĕрки. Çăкăра та килти кăмакара пĕçерме пăрахрăмăр. Тĕпел кукринчи чылай ĕç хатĕрĕ манăçа тухрĕ: кăвас чĕресĕ, çăкăр кĕреçи, чуста унамалли кункăра, кăмака мелки, турчăкапа çатма аври тата ытти те.

Кашни ялтах хăйне майлă ăстасем ĕçлесе пурăннă: хăшĕсенче — тимĕрçĕсем, платник-столярсем, теприсенче — карçинкка-çатан çыхакансем, каткаçăсем, урапа-çуна, ут таврашĕ тăвакансем, чÿлмекçĕсем тата ытти те.

Чăвашсем авал килте тĕртнĕ пир-авăртан, сукна-тăларан хăйсем çĕленĕ тумтире тăхăнса çÿренĕ е ялти пĕр-пĕр çĕвĕçе çĕлеттернĕ.

«Халăх çÿпçинчен. Этнографи ăнлавĕсен пуххи» кĕнекере чăваш халăхĕн пурăнмалли çурт-йĕрĕнчен пуçласа кулленхи пурнăçра кирлĕ япаласем, ĕç хатĕрĕсем, ĕçми-çими, тумтирĕ, тырри-пулли, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ тата ытти ăнлавсем çинчен туллин çырса кăтартнă. Кунта тăван халăхăмăрăн тĕрлĕ енлĕ ăс-хакăлĕ те, пурлăх пуянлăхĕ те, пурнăç аталанăвĕ те уççăн курăнса тăрать. Кĕнекере 19 пай. Кашнинче статьясене алфавит тăрăх вырнаçтарнă. Вĕсен ячĕсене пысăк сас паллисемпе çырнă, юнашарах вырăнти калаçусенче усă куракан вариантсене те панă, вырăсла куçарнă.

Кĕнекере хăш-пĕр сăмахсене этимологи енчен те тишкернĕ, вĕсене тĕрĕк чĕлхисенчи ăнлавсемпе танлаштарнă, пĕрпеклĕхпе уйрăмлăхсене палăртнă.

Статьясен содержанине туллинрех уçса парас тĕллевпе кĕнекене ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Вĕсенчен чылайăшне журналсенчен, справочниксенчен илнĕ.

Кĕнеке авторĕ – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ, Чăваш наци конгресĕн Ваттисен Канашĕн членĕ Никифор Егорович Наумов. Кĕнекере автор пурлăх культурипе çыхăннă терминсене тĕплĕн ăнлантарса панă. Кĕнекере 1900 ытла статья, 1200 яхăн ÿкерчĕк. Тăван халăх историйĕпе, этнографийĕпе кăсăкланакан кирек хăш вулаканшăн та асăннă кĕнеке усăллă пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика